Чечек илме чарăннă

Пăрачкав районĕнче çуралнă, Шупашкарта пурăнакан 51-ри Валентина Л.-на маларах 3 хутчен судпа айăпланă. Апла тăк тĕрме пурнăçĕ мĕн тути каланине лайăх пĕлет вăл. Пур пĕрех çын пурлăхĕ илĕртнĕ ăна.

Пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче 37-ри Руслан Н. ĕç хыççăн пĕлĕшĕпе пĕрле эрех ĕçнĕ. Çакăн хыççăн киле маршруткăпа пĕчченех таврăннă вăл. «Шупашкар» чарăнура тухсан общежитие кайиччен апат-çимĕç, чечек илме лавккана кĕнĕ. Эрех сыпкаланă Валентинăн куçĕ тĕлне укçаллă ÿсĕр арçын пулнă. Çавăнпах унран юлман хĕрарăм. Лавккаран тухсанах Валентина арçын кĕсйине ухтарма пуçланă. Руслан сисиччен 4 пин те 700 тенкĕпе документсене, банк карточкисене кăларса илнĕ. Хăй çав вăхăтрах ÿсĕр арçын пусмăрлама тăчĕ тесе шăв-шав кăларнă. Çамрăксем Руслана ăса вĕрентнĕ вăхăтра Валентина халăх хушшине кĕрсе куçран çухалнă. Унтан юлташĕ патне вĕçтерсе çитнĕ вăл. Вăрланă укçапа эрех туяннă. Каярах хăех полице пырса ÿкĕннĕ. Ĕçе суда париччен тăкака саплаштарма шантарнă хайхискер. Куçĕ курман ватă хĕрарăма пăхни, кафене ĕçе вырнаçни çинчен каланă.

Валентина Л.-на 3 çуллăха условнăй майпа айăпланă.

Марина ТУМАЛАНОВА хатĕрленĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.