Комментари хушас

28 Çурла, 2017

Çичĕ тĕслĕ асамат кĕперрĕн...

Светлана Асамат — чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕ. Çут çанталăк ăна тĕлĕнмелле ăшă кăмăл, анлă шухăшлав, тарăн ăс-тăн, вĕри туйăмпа çивĕч хĕрÿлĕх парнеленĕ. Хăйне палламан, ĕçĕсемпе паллашман, çемйипе тăванĕсене пĕлмен пулсан кун пек калама хăяйман пулăттăм.

Ентешĕм Кайри Ăнтавăшра Александра Андреевнăпа Василий Степанович Степановсен туслă та ĕçчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ нумай çул шкулта ачасене вĕрентнĕ, амăшĕ тухтăр пулнă, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ.

Г.Н.Волков: «Ăса мул тумасть, мула ăс тăвать», — тесе калани аса килет. Çамрăк Света шкул хыççăн Канашри педагогика училищине вĕренме кĕрет. Ашшĕ пĕрремĕш купăс туянса парнеленине паянхи кун та ăшшăн аса илет. Ашшĕ-амăшĕн юнĕ урлă куçнă пултарулăха аталантарма çĕнĕ купăс çемми хавхалантарни куç кĕрет.

Педучилище хыççăн хĕр Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине çул тытнă. Канăçсăр пикене вĕренÿ енĕпе кун чухлĕ «мул» пуçтарни çитмест, тĕрлĕ енлĕ пĕлÿ пухма ăнтăлаканскер И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухать, çавăнтах аспирантурăра юлать. Иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăр вуннăмĕш çулĕсенче чăваш филологийĕпе культурин факультечĕн хорне йĕркелес енĕпе нумай тăрăшать.

Ваттисем: «Вĕреннĕ çын вĕренерен те хурама тăвать», — тенĕ. Пирĕн Светлана та «Ăшă çил» майăн киленсе утса, «Хуркайăк çулĕ» çинче «Чăтăм» çитерсе «Сас» парса, «Тĕлĕнтермĕш тĕлĕк» курса, «Çумăр ташши» ташласа, «Чунтан, чунтан, чунтан», «Шахвăртса» тата ыт. те, чăвашла та вырăсла 18 кĕнеке çырса пичетлесе кăларать. Вăл хăех сăвăç, мусăкçă, юрăç. Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Ульяновск облаçĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Фатых Карим /Пушкăртстан/ премийĕн тата ытти преми лауреачĕ. Пĕтĕм тĕнчери халăхсен пултарулăх фестивалĕсене хутшăнса тĕрлĕ çĕре çитсе курнă. «Çичĕ тĕслĕ асамат кĕперрĕн Аслă Ама Туррăн курăнса тăракан чăн чăваш хĕрарăмĕ», — тет М.Сунтал Асамата хисеплесе. Маншăн Светлана асамлă хĕвел евĕр туйăнать. Тăван-и, тус-и, е ентеш-и — кирек кампа та пĕр чĕлхе тупать. Пĕрле вĕреннĕ, ĕçленĕ, юрланă юлташĕсемпе туслă. Ашшĕ-амăшне хисеплет. «Кĕр те иртрĕ пулмалла» — амăшне, «Вĕçен кайăк пулнă пулсан» — ашшĕне халалласа çырнă юрăсем. Ку юрра Альбинăпа Николай Прокопьевсем юрă авторĕпе пĕрле юрланине илтсен паянхи кун та куççуль юхать. Альбина — Светланăн йăмăкĕ. Питĕ шел, 14 çул каялла вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Ытла çемçе кăмăллă таса хĕрарăмччĕ.

Мăшăрĕпе, Юрий Смирновпа, Светлана Васильевна 36 çул — вăл пурнăçран уйрăличчен — пĕрле пурăннă. Икĕ хĕр пăхса ÿстернĕ вĕсем: Ларисăпа Ульяна аслă пĕлÿллĕ, ура çинче çирĕп тăраççĕ. Çуратнăшăн, ÿстернĕшĕн амăшне тав тăваççĕ. Мăнукĕ Даша кукамăшне ÿкерчĕксемпе савăнтарать.

Нумаях пулмасть Чăваш Республикин Культура министерстви пуçарнипе Çар мухтавĕн музейĕн залĕнче Светлана Асамат пултарулăхне халалланă курав уçăлчĕ. /Кĕçех вăл шкултан шкула куçса çÿреме пуçлĕ/.

Тăван халăхăн чаплă, сумлă çыннисем пуçтарăнчĕç унта: Вячеслав Оринов, Александр Осипов, Юрий Кудаков, Иосиф Дмитриев, Надежда Кириллова, Вера Кузьмина, Анатолий Кипеч, Роза Степанова, Тамара Гурьева, Зоя Лисицына. Нумай ырă сăмах каларĕç хăнасем юбиляра саламланă май.

Николай Теветкел поэт Асаматăн кĕнеки çамрăксене тăван чĕлхе илемне туйма-пĕлме пулăшасса шаннине, халăх пĕлекен-юратакан юрăç сасси чăнласах та тăван чăваш ялĕсене куçнине палăртрĕ. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.