Шупашкар — кĕрешÿ центрĕ

Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ. Шупашкар-Арена пăр керменре ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен спортне кăмăллакансем пуçтарăннă. Хĕр-хĕрарăм Чăваш Республикин Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшаççĕ. Раççей Уçă кубокĕн финал тытăçăвĕсем пыраççĕ...

Пăр керменре куракан лăк тулли тесе калаймăн. Çапах йышлăн. Апла пулин те тепĕр чухне шăна вĕçни илтĕнмелле шăплăх хуçаланчĕ кунта. Кам кĕрешнине аса илтерни кăна татрĕ ăна. Малтанах кавир çине Раççей хĕрĕсем тухрĕç. Çавăнпа камшăн «чирлемеллине» те тавçăраймарĕ халăх.
Спорт еплерех куракана килĕштернине янăравлă сасăллă хĕрача аса илтерчĕ. Уçă сассипе: «Катя! Катя! Катя!» е: «Оля! Оля! Оля!» — кăшкăрчĕ вăл. Чи хастар куракана палăртнă тăк, иккĕленместĕп, çак правур та маттурскер тивĕçĕччĕ ăна. Хăшĕн ятне кăшкăрмаллине мĕнле сăлтава тĕпе хурса палăртрĕ-ши вăл?..
Кавир çине 57 килограмчченхи виçери финалистсем тухсан аренăри пĕтĕмĕшле лару-тăру улшăнчĕ. Куракансем вăранчĕç, шавлама та пуçларĕç: Раççей хĕрĕпе Монголи представителĕ тупăшаççĕ вĕт! Хамăрăннине хавхалантаракансен йышĕ те тÿрех ÿсрĕ. Хайхи хастар хĕрача пурне те ертсе пычĕ тесен те йăнăш мар. Маларах унăн сасси тăлăххăн янăрарĕ тĕк, халĕ унпа пĕрле ыттисем те «чирлерĕç». «Оля, ан парăн!», «Оля, маттур!», «Оля, пултаратăн!» — илтĕнчĕ унтан та кунтан.
Хавхалантару хăпартлантарчĕ тейĕн, часах Ольга Хорошавцева Церенчимед Сухеене хирĕç хăватлăн тăчĕ. Судьясем ăна 5 балпа танлаштарчĕç. Кунаш-калли сайра тупăшура çеç пулать, ахăртнех, ахальтен мар ăна палăртса та хăварчĕç. Пĕр самантран кĕрешÿ кăтартăвĕ 9:5 шутпа танлашрĕ. Монголи спортсменĕ хастартарах пулчĕ. Кĕрешÿ вĕçлениччен 11 çеккунт юлчĕ. Юлашки вăйне пухса тытăçрĕç хĕрсем. 9:6, 9:7 кăтартрĕ табло. Анчах çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçме Ольăна вăй-хăват та, вăхăт та çитеймерĕ.
Кун хыççăн кавир çине 59 килограмчченхи хĕрсен тухмаллаччĕ пек… Анчах 76 килограмчченхи виçери пикесем йышăнчĕç ăна. Вĕсем хыççăн çеç кĕтсе илчĕ чăваш кураканĕ кăсăклă кĕрешĕвĕ. Ара, шăпах çак виçере финала Канаш район хĕрĕ Вероника Чумикова тухнă-çке. Тутарстан пикипе Светлана Липатовăпа вăй виçрĕ вăл. Уйăрнă вăхăт пуçлансан кашни хăйĕн тивĕçне пурнăçларĕ. Хайхи хастар хĕрача «Вероника!» тесе чи хытă кăшкăраканĕ пулчĕ. Ыттисем те пулăшрĕç ăна. Судьясем — хакларĕç. Спортсменсем — кĕрешрĕç. Тытăçу пуçланни икĕ минута яхăн вăхăт иртсен табло 0:1 кăтартрĕ. Савăнмаллиех çук. Тутарстан хĕрĕ уçрĕ шута. Çак самантра Вероникăна пурин те вăй парас килчĕ. Хăватлантăр та — çавăрса çаптăр Светăна. Çук çав…
Виçĕ минут хыççăнхи пĕчĕк тăхтав та вĕçленчĕ. Мĕн пулĕ-ши юлнă тата 3 минутра? Кĕрешмелли вăхăт 2 минутран та чакрĕ. Çук, нимĕн те улшăнмасть. Хĕрсем пĕри те парăнасшăн мар. Минутран та катăлчĕ спортсменсене уйăрса панă вăхăт. Ку таранччен ура çинчех тупăшрĕç-ха вĕсем. Акă кавир çине пĕтĕрĕнсе ÿкрĕç. Анчах… 2 çеккунт юлсан вăхăта чарчĕç. Вероника урине ыраттарчĕ. Кăмăлĕ хуçăлнине, хăй пултарнине пурнăçлайманшăн куляннине пытармарĕ вăл. Суран та, чун ыратăвĕ те хурлантарчĕ ăна.
Чăваш хĕрĕсен кĕрешĕвĕ кунпа çеç вĕçленмерĕ-ха. 65 килограмчченхи виçере кавир çине Монголирен килнĕ Болонтуя Хоролхуяпа пĕрле Канаш район хĕрĕ Алена Тимофеева тухрĕ. Мĕн тери чĕрĕ те хăватлă иртрĕ тытăçу! Тин çеç пуçларĕç пек кĕрешме. 2:0, 4:0 улшăнать кăтарту. Шел, каллех савăнмалли сăлтавĕ пирĕн мар. Апла пулин те пуç усмастпăр-ха. Вăхăт-вăхăт куракансем шăпланчĕç те. Халь-халь улшăну пуласса кĕтрĕç ахăртнех. 5:0 кăтартать табло. Тата икĕ минут кĕрешмелле… 7:0 шутпа вĕçленчĕ тытăçу. Монголи чемпионкине парăнтараймарĕ Алена. Шел, чăваш кураканне савăнтараймарĕ вăл. Куншăн хăй те питех те кулянчĕ. Куççульне те пытараймарĕ. Тепĕр тесен, кирлех-ши хытă пăшăрханма? Умра — малашлăх. Кунашкал шайри ăмăртура пĕрремĕш хутчен вăл. Кун пек чухне кĕмĕл медаль ылтăнран та хаклă.
Раççей уçă кубокĕ Чăваш Енре кăçалхипе улттăмĕш хутчен иртрĕ. Ăмăртăва спортсменсем Раççейĕн 25 регионĕнчен тата Беларуç республикипе Монголи-рен килнине пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Ăмăртăва савăнăçлă лару-тăрура финал тытăçăвĕсем пуçланиччен уçрĕç. Республика ертÿлĕхĕпе пĕрле РФ спорт министрĕн заместителĕ Сергей Косилов, Раççей спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Омар Муртузалиев хутшăнчĕç унта.
— Республикăра ытларах спортăн 13 тĕсĕ сарăлнă. Ирĕклĕ майпа кĕрешесси те çак йышра. 174 чăваш спортсменĕ Раççей пĕрлештернĕ тĕрлĕ командине кĕнине те палăртма кăмăллă, — сăмах илчĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ен сывă пурнăç йĕркипе туслине аса илтерсе. — Пирĕн хĕрсем пултаруллă, маттур. Вăй-лăраххисем паян финала та тухма пултарчĕç. Вĕсем Японире иртекен Олимпиадăра спортăн çак тĕсĕнче çĕнтерме, призерсен йышне кĕме те тивĕç. Çак тĕллевпех спортсменсем, тренерсем валли майсем туса паратпăр. Вĕсем Раççей чысне тивĕçлĕ хÿтĕлессе шанатпăр.
Сăмах май, Сергей Косилов та республикăна ахальтен килмен. Чăваш Енре хĕрарăмсен кĕрешĕвĕн центрне тумалли тавра калаçу тахçанах пырать. Лару- тăрăва тишкерес тĕллевпе спорт обћекчĕсене çитсе курнă Сергей Васильевич.
— Чăваш Ен — спортпа туслă регион. Спорт учрежденийĕсем те пушă лармаççĕ. Çавăнпах республикăра хĕрарăмсен кĕрешĕвĕн центрне тума пĕтĕм услови пур тесе шухăшлатăп. Сирĕн опыт ыттисемшĕн те тĕслĕх пулмалла, — палăртнă вăл маларах ЧР Пуçлăхĕпе йĕркеленĕ ĕçлĕ тĕл пулура.
— Хăть те хăш спорт мероприятине те çÿллĕ шайра ирттерме пултаратăр эсир. Чăваш хĕрĕсем те хăйсене кăтартаяççĕ. Вĕсене асăрхамасăр хăвармастпăр эпир, — терĕ Сергей Косилов журналистсен ыйтăвне хуравланă май.
Омар Муртузалиев пирĕн тăрăхра пĕрремĕш хутчен мар. Чăваш Республики Раççейри спортпа чи туслă регион пулнине палăртрĕ вăл. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Татьяна НАУМОВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.