Паян ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов массӑллӑ информаци хатĕрӗсенче ӗҫлекенсем валли пресс-конференци ирттерчӗ. Ӗҫлӗ тӗл пулура наци проекчӗсене епле пурнӑҫланипе паллаштарчӗ.Уйрӑммӑн илсен сывлӑх сыхлавӗнче юлашки ҫулсенче тунӑ ӗҫ-хӗл ҫинчен каласа пачӗ.