Правительствăра

28 Юпа, 2016

Çителĕксĕр укçа та ытлашши пулать иккен

Укçа калаçтарать — Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвĕнче укçа-тенкĕ теми тĕп вырăн йышăнчĕ. Çапла пулмасăр — бюджет проектне пăхса тухрĕç вĕт. Тепĕр тесен кун йĕркинчи бюджетпа çыхăнман ыйтусенче те укçа пиркиех калаçмалли самантсем тупăнчĕç.

20 Юпа, 2016

Вăйлă регионта - хастар усламçăсем

Хыçа юлнă кунсем Чăваш Ен Правительствинче тĕрлĕ ĕçлĕ тĕлпулу иртнипе, çивĕч ыйтусене сӳтсе явнипе кăна мар, чиновниксемпе депутатсем спортра тупăшнипе те асра юлĕç.

14 Юпа, 2016

Полицие - хисеплĕ ят, фермерсене - пысăклатнă грантсем

Пĕр енчен, кун йĕрки те анлă мар, 17 ыйту кăна, тепĕр енчен, республика Пуçлăхĕ çукки те витĕм кÿчĕ пулас — ЧР Министрсен Кабинечĕн Иван Моторин премьер ертсе пынипе иртнĕ юнкунхи ларăвĕ нихçанхинчен хăвăрт вĕçленчĕ.

26 Çурла, 2016

"Туннель вĕçĕнчи çутă" тата çÿллĕ шайри тимлĕх урокĕ

"Политика кĕрешĕвĕн температури ÿссе пырать..." — Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çапла каланинчен пуçларĕ те — хăйĕн сăмахĕсене сăлтавларĕ: хăшĕсем пенсионерсене суяççĕ, "пирĕн пенсие тавăрса парăр!" тесе лару-тăрăва çивĕчлетеççĕ-мĕн. Çавна май Раççей Правительстви пĕр кун маларах пенси тĕлĕшпе тунă йышăну — пенсионерсемшĕн чăннипех кăмăллă хыпар.

Pages