Комментари хушас

28 Юпа, 2016

Çителĕксĕр укçа та ытлашши пулать иккен

Укçа калаçтарать — Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвĕнче укçа-тенкĕ теми тĕп вырăн йышăнчĕ. Çапла пулмасăр — бюджет проектне пăхса тухрĕç вĕт. Тепĕр тесен кун йĕркинчи бюджетпа çыхăнман ыйтусенче те укçа пиркиех калаçмалли самантсем тупăнчĕç.

Ларăва уçнă май республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçалхи бюджет пĕлтĕрхинчен пысăкрах пулассине палăртрĕ — 112,7%. Тупăшран илекен налук калăпăшĕ ÿсни савăнтарать — "çакăнта экспорт валли ĕçленин витĕмĕ курăмлă". Çавна май инвестици тăкакĕсем самай пысăкланаççĕ. Ытти сфера валли те укçа-тенкĕ хушăннă. Калăпăр, кашни виççĕмĕш тенкĕ — вĕрентÿ валли. "Ача сачĕсем тăвассине малалла тăсатпăр. Шкулсене тĕпрен юсама пуçлатпăр", — терĕ Михаил Васильевич. Шкулсем тенĕрен, Шупашкарти Лебедев ячĕллĕ лицейри юсав пирки пайăррăн чарăнса тăчĕ. 25 миллион тенкĕ уйăрнă. "Халь унта директор — хăех прораб та, мастер та, — шÿтлерĕ регион ертÿçи. — Ачасене йышăнмалли хушма 500 вырăн пулать. Пулса куртăм — тĕлĕнетĕр". Шупашкар хулин тĕп больницин строительстви пирки те сăмах пулчĕ. Центрта пурăнакансем медпулăшу илес тĕлĕшпе чăрмавсем пулнă — çĕнĕ больница çивĕчлĕхе сирме тивĕç. Анчах Мускав укçине илмешкĕн 13 регион тупăшать, "пирĕн больница кирлине ĕнентермелле, ăна çитес çул хута ямалла".

2017 çулхи тата планпа пăхнă 2018, 2019 çулсенчи тапхăрти бюджет проекчĕпе тĕплĕнрех вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина паллаштарчĕ. Çитес çулхи бюджетăн тупăш пайĕ 35 миллиард тенкĕпе танлашмалла. Ку кăçалхи виçерен самай пĕчĕкрех, анчах çакă хальлĕхе федераци бюджетĕнчен паракан укçа виçи паллă маррипе кăна сăлтавланнă. Çавăнпа бюджет параметрĕсем пирки тĕплĕн калаçма иртерех те пуль.

Анчах ыйтма — шăп та лăп вăхăт. Вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин çапла шухăшлать пулас: пĕчĕк бизнеса пулăшма çитес çулхи бюджетра кăçалхинчен самай пĕчĕкрех укçа пăхса хăварнă-мĕн — 8 миллион чакарнă.

— Ÿстерме мар, кăçалхи шайра та пулин хăварма ыйтатпăр, — тархасланăнах илтĕнчĕç Владимир Александрович сăмахĕсем.

Светлана Енилина парăнасшăн пулмарĕ:

— Министерство укçа кирлине сăлтавламан...

Ирĕксĕрех Михаил Игнатьевăн хушша кĕме тиврĕ: "Икĕ министр юнашар лараççĕ — килĕшÿ тупаймаççĕ". Ыйтăва тĕплĕнрех тишкерсе татса пама сĕнчĕ. Çийĕнчен муниципалитетсене ăнăçлă ĕçшĕн хавхалантармалли сĕнÿ те пачĕ. Çапла вара хуласемпе районсем валли грантсем пулĕç. 50 е 100 миллион тенкĕ — виçине палăртĕç-ха, çапах муниципалитетсене çак укçа çине тăрса ĕçлеме хавхалантарасси куçкĕрет. Ку тăкака кăçалхи бюджетах кĕртесшĕн, укçана çитес çул пуçламăшĕнче илеççĕ-тĕр.

Республикăн 2016 çулхи бюджетне улшăнусем кĕртесси çинчен калакан саккун проекчĕпе те Светлана Енилина паллаштарчĕ. Унăн тупăш пайĕ 1,7 миллиард тенкĕ хушăнать. Министр акцизсен ыйтăвĕ çинче чарăнса тăчĕ. Пĕтĕмĕшле вĕсем ÿсĕмлĕ-ха, анчах эрех акцизĕсенчен пухăнакан укçа чакать. Çийĕнчен ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн пăшăрханăвне пытармарĕ: сăран литрĕн хăйхаклăхĕ 37 тенкĕпе танлашать, ютран кÿрекен хăшпĕр сăрана вара республикăра çак хакпах сутаççĕ иккен — çавна май эпир акцизсене çухатас хăрушлăх тухса тăрать. "Влаç органĕсем ăçта? Енчен те республикăна контрафакт кÿрессине чармарăмăр тăк — хамăрăн завод та чарăнса ларĕ. Çавăнпа влаç пур — унăн ĕçлемелле", — хытарсах каларĕ ЧР Пуçлăхĕ.

Чăвашавтотранс, Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти троллейбус управленийĕсем валли хушма укçа кирли пирки кăçал чылай калаçрĕç — пулăшу пулать, пассажирсене илсе çÿрекен транспорт предприятийĕсене тĕревлĕç. Çапах Михаил Игнатьев асăрхаттарчĕ: "Чăвашавтотранс ертÿçисем "пире 200 миллион тенкĕ парăр та — ĕçлесе каятпăр" тетчĕç. 156 миллион тенкĕ илеççĕ. Енчен те менеджмент халĕ те ĕçе ăнтараймасан — явап тытма тивĕ".

Шел те, уйăрнă укçапа туллин усă курайман тĕслĕхсем пур. Спорт министерствине сăмах тиврĕ. "Уйрăм подрядчиксем Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе ытлашшипех çывăхланса кайнă. Спортсменсем ыйтаççĕ, эпир вара объекта хута яраймастпăр. Укçа пур çĕртех — намăс! Спорт министерстви хăй лимита чакарма ыйтнă", — кăмăлсăрланчĕ Михаил Игнатьев. Сергей Шелтуков хальхи вăхăтра асфальт сарни вырăнсăрри пирки калама тăни ăна тÿрре кăлармарĕ.

Меллĕ самантпа тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков усă курма васкарĕ. Çул-йĕр фончĕн укçипе туллин усă курайман, тĕп хула вара фондран хăйне 90 миллион тенкĕ кăна уйăрса панине пăхмасăр 200 миллион тенкĕлĕх ĕç тунă. Вăт, ыттисем ĕçе кĕртейменнине Шупашкара парсан аванччĕ... Михаил Игнатьев "ытлашшипе" усă курмаллине хирĕçлемерĕ-ха, çапах Шупашкар влаçĕсен кунашкал "ĕмĕтсĕрлĕхне" ырламарĕ: "Хула влаçĕнчи хăшпĕр çын иккĕлле, виççĕлле вăйă вылять. Халь тата профсоюзсене явăçтарчĕç. Пĕтĕмĕшле илсен республика хывакан мĕнпур инвестицин çурри ахаль те тĕп хулана каять. Халь Чантăра шывпа тивĕçтермешкĕн пулăшма ыйтаççĕ. Анчах ку — хулан хăйĕн полномочийĕ. Сирĕн пуçарусем нумай, анчах хăвăр патăрта йĕрке тума васкамастăр".

Вăл Шупашкарти эрех суту-илĕвĕнче йĕрке тумалли пирки асăрхаттарсан Ладыков "сутуçăсене лицензи парассине пире шанăр та — самантрах йĕрке тăватпăр" тенине те аса илтерчĕ: "Эпир вĕсене çапла тумашкăн ахаль те полномочи çителĕкли пирки каларăмăр. Кăмăл пулсан тахçанах йĕрке тумалла". Çĕнĕ Шупашкарта ку енĕпе ĕçлеççĕ-мĕн, анчах тĕп хулара çак ĕç уксахлать. Мĕншĕн? "Тĕп экономист" Владимир Аврелькин хушамат асăнмарĕ, анчах сăмах кам пирки пынине пурте ăнланчĕç: "Ку ыйтăва çакăнта ларакана парăр!" Капла калани Алексей Ладыкова хĕрÿлентерсе ямĕ-ши тенĕччĕ те — çук, нимĕн те шарламарĕ, министрпа тавлашни хăйĕншĕн ырăпа вĕçленмессе туйрĕ пулинех.

Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев хăй ертсе пыракан министерство ĕçĕ-хĕлĕ çинчен отчет турĕ. Вăл палăртнă тăрăх — республикăри ĕçлев рынокĕшĕн паян тăнăçлăх кăтартуллă. Ĕçсĕрлĕх шайĕ Раççейри вăтам кăтартуран кăшт пĕчĕкрех. Анчах Михаил Игнатьев доклада вăраха ямарĕ — ыйтусем парса пÿлчĕ. Инвалидсене коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн пама пăхнă укçапа мĕншĕн туллин усă курайманнипе кăсăкланчĕ. Министр пулăшу виçине малтанах тĕп-тĕрĕс шутласа палăртма йывăрри пирки каларĕ. Сăмахран, çурт-йĕре хăçан хутса ăшăтма пуçлассине, çавна май газ мĕн чухлĕ тăкакланассине пĕлсе тăраймăн... Çук, Михаил Игнатьева витереймерĕ: "Халь 200 миллион тенкĕ тавăрса паратпăр! Паллах, Раççей финанс министрĕ Силуанов куншăн кăмăллă пулĕ. Анчах инвалидсем пире ылханаççĕ пуль!"

Кун йĕркинчи ытти ыйту кунашкал хивре калаçу çуратмарĕ. Республикăн амăшĕн капиталне тÿлессине 2018 çулхи раштавăн 31-мĕшĕччен тăсассине ырларĕç. Нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăхăн капиталлă юсавĕшĕн 2017 çулта тÿлемелли чи пĕчĕк виçене çирĕплетрĕç. Кăçалхи виçе çумне 5% — 28 пус — хушăнать, тăваткал метршăн 6 тенкĕ те 8 пус пулать.

Çавăн пекех спортсменсене — 2017 çулта Турцире иртмелли Çуллахи Сурдлимп вăййисене хутшăнакансене — стипенди тÿлессине çирĕплетрĕç. Унта тупăшма хатĕрленекен ентешсен йышĕ пысăк мар — хальлĕхе 5 çынна суйласа илнĕ. Вĕсене уйăхра 35 пин тенкĕ стипенди тÿлĕç.

Николай КОНОВАЛОВ

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.