Правительствăра

12 Çурла, 2016

Çăмăл мар пулсан та - малаллах!

«Ĕç кал-кал пырать, эпир ориентирсене тĕрĕс суйласа илнĕ», — çапла пуçларĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн юнкун Правительство çурчĕн Ларусен пысăк залĕнче иртнĕ анлă ларăвне.

29 Утă, 2016

Пысăкланакан бюджет та - çителĕксĕр...

Министрсен Кабинечĕн юнкун иртнĕ ларăвĕн кун йĕркине анлă палăртнă тееймĕн — ыйтусен шучĕ чылай пысăкраххи те пайтах пулнă, çапах лару пурпĕр самай вăраха кайрĕ. Республикăн 2016 çулхи бюджетне улшăнусем кĕртмелли саккун проектне сÿтсе яврĕç — вăл чылай калаçтарчĕ.

15 Утă, 2016

Ĕç инкек ан кÿтĕр

Пулать вĕт, Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвĕн кун йĕркине республикăри ĕç условийĕсемпе ĕç сыхлавĕн лару-тăрăвĕ çинчен калакан патшалăх докладне тишкерессине кĕртнĕ — ларăва вара шăпах пĕр кун маларах Çĕнĕ Шупашкарта пулнă инкек çинчен калаçнипе пуçлама тиврĕ.

Ӳсĕр тĕк — хăрушă!

15 Утă, 2016

Сенатор ялта çĕнĕ çуртсем çĕкленнĕшĕн савăнать

Пĕлтĕрхи çĕртме уйăхĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Вадим Иванович НИКОЛАЕВА РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕн — Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн саккун кăларакан органĕн представителĕн полномочийĕсене пачĕç.

10 Çĕртме, 2016

Тивĕçе таса кăмăлпа пурнăçламалла

ЧР Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ икĕ сехет ытла тăсăлчĕ: унта вăтăра яхăн ыйту пăхса тухнăран çеç мар, вĕсене кашнине тенĕ пекех тĕплĕн сÿтсе явнăран. Асăннă проектсене яваплă министерство-ведомствăра малтанах тишкернĕ-ха, çапах чăвашсен "çиччĕ виç те пĕрре кас" текен каларăшĕ паянхи куншăн та пĕлтерĕшлĕ. Çакна Правительство членĕсем те асрах тытаççĕ. Ларăвăн кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусем республика аталанăвне тата унта пурăнакансене тÿрремĕнех пырса тивеççĕ-çке.

Çĕнтерÿ, коррупципе кĕрешесси...

Pages