Йĕрке çирĕп пулсан та...
Шкултан вĕренсе тухакансен хĕрÿ тапхăр пуçланнă. Географипе тата вырăс литературипе ППЭ çу уйăхĕн 26-мĕшĕнчех иртнĕ. Пĕрремĕшне çĕр-шыври 21218 çамрăк тытнă, çак йышран 8,2 проценчĕ 80-100 балл пухнă. 57-ĕшĕ чи пысăк балл илнĕ. Вырăс литературипе пĕлÿ шайне 36127-ĕн тĕрĕсленĕ. Вĕсен 6 проценчĕ пысăк балл пухнă, 203-шĕ 100 балл илнĕ. Пирĕн республикăра географи предмечĕпе - 185-ĕн, литературăпа 249-ăн ППЭ тытнă.