Лайӑххин те вĕҫĕ пулать теҫҫĕ. Ҫаплах ĕнтĕ, акӑ чӑваш театрĕн Питĕр хулинчи гастролĕ те вĕҫленчĕ. Ака уйӑхĕн 9-мĕшĕнче "Литейнӑйри" театрта Арсений Тарасовӑн "Туя туй пек тӑвар-и" камичĕ хупрĕ ӑна.
Ака уйӑхĕн 8-мĕшĕнче Чӑваш театрĕн артисчĕсем Питĕрти Чӑваш культурин кунĕсем малалла тӑсрĕҫ. "Литейнэйри" театрӑн сцени ҫине тухиччен вĕсем хулара экскурсире пулчĕҫ. Вырӑнти чӑваш наци культура автономийĕ тата Национальнӑҫсен ҫурчĕн вӑйĕпе йĕркеленĕскере чӑвашсен паллӑ ҫыннисемпе ҫыхӑнтарнӑ.