Комментари хушас

8 Ака, 2018

Артистсем экскурсире

Ака уйӑхĕн 8-мĕшĕнче Чӑваш театрĕн артисчĕсем Питĕрти Чӑваш культурин кунĕсем малалла тӑсрĕҫ. "Литейнэйри" театрӑн сцени ҫине тухиччен вĕсем хулара экскурсире пулчĕҫ. Вырӑнти чӑваш наци культура автономийĕ тата Национальнӑҫсен ҫурчĕн вӑйĕпе йĕркеленĕскере чӑвашсен паллӑ ҫыннисемпе ҫыхӑнтарнӑ.

Артистсем чаплӑ ентешĕмĕр Никита Бичурин яланлӑхах канлĕх тупнӑ Александр Невскин Лавринче унӑн вил тӑприйĕ  ҫинче пулчĕҫ. Пискарев масарĕнче выртса юлнӑ ентешсене асӑнса 2012 -мĕш ҫулта уҫнӑ Асӑну плити умне чĕрĕ чечексем хучĕҫ, Петр Егоров архитекторӑн шедеврĕпе - тĕнчепи паллӑ Ҫуллахи садӑн картипе - киленчĕҫ.

Вера Кузьмина, СССР халӑх артистки:
- Пискарев масарĕнче эпĕ пĕрремĕш хут пултӑм. Кунта чун ҫӳҫенет, ҫав вӑхӑтрах совет ҫыннисен паттӑрлӑхĕпе чӑьӑмлӑхĕ тĕлĕнтерет те. Пирĕн вĕсене нихӑҫан та манмалла мар.

Геннадий Медведев, чӑваш халӑх артисчĕ:
- Паян артистсемшĕн яваплӑ кун - Питĕр чӑвашĕсем валли "Вĕри юнлӑ ҫемҫе чун" спектакль кӑтартатпӑр. Апла пулсан та экскурсие каяс терĕмĕр. Пирĕн Питĕр хулине пĕлмеллех, унӑн пуян культурипе паллашмаллах.

Фоторепортаж...

Рубрика: