Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2014

23 Ака, 2014

Эрне кун хамăра тĕрĕслĕпĕр

"Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2014" акци иртес кун çывхарать. Эрне кун чăваш чĕлхипе хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслес текенсем алла калем тытĕç. Хăш учрежденири аудиторие çул тытĕç? Диктант текстне камсем вулĕç?

22 Пуш, 2014

Тăванлăх сумĕ

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче - Тăван чĕлхе кунĕнче - пĕлтĕртен кĕртнĕ йăлапа чăвашсем пĕтĕм халăх диктантне çырĕç. Кăмăл тăвакансене И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче кĕтеççĕ. Çавăн пекех компьютерпа çак ĕçе пурнăçлама май пур - текста Наци радиовĕпе вулĕç. Акцие республикăра пурăнакансем кăна мар, тĕнчен пур кĕтесĕнче тĕпленнĕ йăхташăмăрсем те хутшăнма пултараççĕ. Текста пĕлтĕр Юрий Сементер хатĕрленĕччĕ, кăçал çак тивĕçе пурнăçлама ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченне, нумай кĕнеке авторне Марина Карягинăна шаннă.

15 Пуш, 2014

Тăван чĕлхе кунĕнчех çырăпăр

Пĕлтĕр кунашкал акци - пĕтĕм халăхпа диктант çырасси - пирĕн тăрăхра пуçласа иртнĕччĕ. Республикăра пурăнакансем вырăс чĕлхин правилисене мĕнлерех ас туни-пĕлнине тĕрĕсленĕ хыççăнах хамăрăн тăван чĕлхен çыру «вăрттăнлăхĕсене» аса илтĕмĕр. Пысăк йышпа ирттертĕмĕр çак ĕçе.

Pages