- Чăвашла верси
- Русская версия
Тăванлăх сумĕ
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче - Тăван чĕлхе кунĕнче - пĕлтĕртен кĕртнĕ йăлапа чăвашсем пĕтĕм халăх диктантне çырĕç. Кăмăл тăвакансене И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче кĕтеççĕ. Çавăн пекех компьютерпа çак ĕçе пурнăçлама май пур - текста Наци радиовĕпе вулĕç. Акцие республикăра пурăнакансем кăна мар, тĕнчен пур кĕтесĕнче тĕпленнĕ йăхташăмăрсем те хутшăнма пултараççĕ. Текста пĕлтĕр Юрий Сементер хатĕрленĕччĕ, кăçал çак тивĕçе пурнăçлама ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченне, нумай кĕнеке авторне Марина Карягинăна шаннă.
Анлă акци умĕн халăх шухăш-кăмăлĕпе те кăсăклантăмăр.
Вера ИВАНОВА, вулавăш ĕçченĕ:
- Чăвашсем те вырăссенчен юлмарĕç, пысăк ĕç йĕркелерĕç. Вăл тăван чĕлхе сумне çÿллĕрех шая çĕклессе шанатăп. Пĕлтĕр акцие хутшăнаймарăм, кăçал диктант çырма хирĕç мар, анчах эпĕ унта «3-рен» пысăкрах паллă илессĕн туйăнмасть, мĕншĕн тесен шкулта чăваш чĕлхин кивĕ правилине ăса хывнă, çĕнетнине чун йышăнаймарĕ. Сăмахран, эпĕ халĕ те «тĕлпулатăп», «кĕлтăватăп», «астăватăп» йышши сăмахсене пĕрлех çыратăп. Пĕр-пĕр вырăнта пурăнакан çынсем пирки каланă чухне, тĕслĕхрен, Елчĕксем, Шорккасем тата ытти те, пĕчĕкренех палăртас килет...
Роза МАЗИКОВА, Шупашкарти 19-мĕш шкулти чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ:
- Пĕлтĕр эпир ĕçтешĕмпе пĕтĕм чăваш диктантне педуниверситетра çыртăмăр, иксĕмĕр те «5» илтĕмĕр, кăçал унта тăваттăн каясшăн. Çынсем хăйсен ячĕ-шывне уççăн мар, парольпе пĕлтерни мана килĕшмест. Çырăва лайăх пĕлменнипе те çыхăннă-тăр çакă. Çапах та протокола чăн-чăн ят-хушаматах кĕртни тĕрĕсрех тесе шухăшлатăп.
Владимир ВОЛКОВ, водитель:
- Мĕн пирки эсир? Диктант, чăваш чĕлхи правилисем... Ку сăмахсемпе ан хăратăр-ха? Шкултан вĕренсе тухнăранпа алла тетрадь-ручка тытса курман эпĕ, çарта тăнă чухне те çыру çырман, тăвансемпе телефонпа çыхăннă. Ачасен килти ĕçĕсене тĕрĕслеме те вăхăт çук, ку тивĕç - мăшăрăм çинче. Диктант çырма, тен, ăна сĕнсе пăхас?..
Валентина ЕЛИМОВА, сутуçă:
- Пĕлтĕр диктанта ĕçтешсемпе пĕрле çыртăмăр, «4» палла тивĕçрĕм. Куллен чĕлхе правилисене тĕшмĕртеттĕмĕр ун чухне. Халĕ, урăх ĕçе куçнă май, кунĕпе вырăсла калаçма тивет. Унччен вĕренни, пĕлни те манăçа тухса пырать. Çапах та кăçал та хама тĕрĕслесшĕн-ха.
Николай Платонов, ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ:
- Халăхран юлас килмест, çынпа пĕрле пур ĕç те хаваслăрах пурнăçланать. Кăçал педуниверситета каяс шухăшлă-ха. «4» илессе шанатăп. Чĕлхе правилисем вĕçĕм улшăнаççĕ, хăшне-пĕрне ас туса юлаймастăп та киввипе çыркалатăп. «Çĕр-шыв» сăмахра дефис лартма хăнăхрăм ĕнтĕ, майĕпех ыттисене те тĕрĕс çырма пуçлăп.
Алина ИЗМАН
ыйтса пĕлнĕ.
Комментари хушас