Комментари хушас

15 Пуш, 2014

Тăван чĕлхе кунĕнчех çырăпăр

Пĕлтĕр кунашкал акци - пĕтĕм халăхпа диктант çырасси - пирĕн тăрăхра пуçласа иртнĕччĕ. Республикăра пурăнакансем вырăс чĕлхин правилисене мĕнлерех ас туни-пĕлнине тĕрĕсленĕ хыççăнах хамăрăн тăван чĕлхен çыру «вăрттăнлăхĕсене» аса илтĕмĕр. Пысăк йышпа ирттертĕмĕр çак ĕçе. Диктант çырма республика тулашĕнче пурăнакансем те чылаййăн хутшăнни йĕркелÿçĕсене савăнтарнăччĕ.

Тăван чĕлхе пуласлăхĕшĕн çунакан тĕрлĕ шайри ĕçченсем «пирвайхи икерчĕ те самай ăнăçлă пиçнине» кура пархатарлă ĕçе çуллен йĕркелеме тĕв тунă. Телее, йышăну сăмах шайĕнче юлмарĕ. Çитес вăхăтрах, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче /ун чухне Тăван чĕлхе кунне уявланине йăхташăмăрсем пĕлеççех-тĕр/, шкул ачисем, студентсем, тĕрлĕ ĕçри, тĕрлĕ ÿсĕмри чăваш çыннисем черетлĕ хут алла ручка тытĕç е компьютер умне вырнаçĕç. Пĕтĕм чăваш диктантне çырма кăмăл тăвакансем кăçал И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне пухăнĕç.

Сăмах май - пĕлтерĕшлĕ çак пулăмшăн кăçал гуманитари ăслăлăхĕсен тĕпчев институчĕ яваплă. Информаципе «Хыпар» Издательство çурчĕ, Чăваш наци телерадиокомпанийĕ тивĕçтерĕç. Пулас диктанта мĕнле темăна халалласси хальлĕхе вăрттăнлăхра. Текст авторĕ кам пулĕ. Тĕп аудиторире ăна кам вулĕ. Çак тата диктант тавра тĕвĕленнĕ ытти ыйтăва йĕркелÿ ушкăнĕн пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче гуманитари ăслăлăхĕсен тĕпчев институчĕ иртекен ларăвĕнче татса парĕç.


Ирина ИВАНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.