пĕлтерÿсем

16 Çу, 2017

Шăпăрлансемпе ĕçлекенсене "Тетте" журнал "çавра сĕтеле" йыхравлать

Ачасен тĕнчи аслисенчен уйрăлса тăрать: унта урăхла сăнарсем, пулăмсем. Çав тĕнчене пепке аслисене кĕртет-и? Паллах, вăйпа унта лекеймĕн. Анчах, кăмăлĕ пур тăк, ача чун алăкне уçатех тесе шухăшлаççĕ "Хыпар" издательство çурчĕн "Тетте" журналне кăларакансем. Ача-пăча кăларăмĕсене хатĕрлекенсем пĕчĕккисем мĕнпе пурăннине, кăсăкланнине пĕлесшĕн.