Пекарньăра... «Хыпар» издательство çурчĕн хаçат-журналне сутаççĕ

ХИСЕПЛĔ ВУЛАКАНĂМĂРСЕМ!

«Хыпар» издательство çурчĕн хаçат-журналне

Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамĕнчи 65-мĕш Б адреспа вырнаçнă «Чудо-Пекарь» пекарньăра туянма васкăр! 

Унта (вăл малтан «Сокол кинотеатр пулнă вырăнта уçăлнă) Хыпар» «Хыпар» издательство çурчĕн кăларăмĕсене: «Хыпар эрнекун», «Çамрăксен хаçачĕ», «Чăваш хĕрарăмĕ», «Кил-çурт, хушма хуçалăх», «Хресчен сасси», «Тантăш» хаçатсене, «Самант», «Тетте», «Тăван Атăл» журналсене сутма пуçларĕç.

«Чудо-Пекарь» пекарньăра тин çеç пиçсе тухнă çăкăрпа, кукăль-çăмахпа пĕрлех тин çеç калăпланса пичетленсе тухнă хаçат-журнал та пур. Çемçе çăкăр шăршипе тата тутипе рехетленсе чăваш кăларăмĕсене вулама сĕнетпĕр!

ШУТА ИЛМЕ

Çавăнпа пĕрлех пирĕн хаçат-журнала малашне Раççей почтин уйрăмĕсемпе «Хыпар» издательство çурчĕн редакцийĕнче /Шупашкарти И. Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт, 318-мĕш пÿлĕмре/ те туянма май пур.

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА. Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас