Шăпăрлансемпе ĕçлекенсене "Тетте" журнал "çавра сĕтеле" йыхравлать
16 May, 2017 | пĕлтерÿсем

Ачасен тĕнчи аслисенчен уйрăлса тăрать: унта урăхла сăнарсем, пулăмсем. Çав тĕнчене пепке аслисене кĕртет-и? Паллах, вăйпа унта лекеймĕн. Анчах, кăмăлĕ пур тăк, ача чун алăкне уçатех тесе шухăшлаççĕ "Хыпар" издательство çурчĕн "Тетте" журналне кăларакансем. Ача-пăча кăларăмĕсене хатĕрлекенсем пĕчĕккисем мĕнпе пурăннине, кăсăкланнине пĕлесшĕн. Çак тĕллевпех вĕсем садик заведующийĕсене, воспитательсене, методистсене, кĕçĕн класс ертÿçисене "çавра сĕтеле" пухать, "Ача тĕнчи — аслисен куçĕпе" темăпа калаçу ирттерет.

"Тетте" журнал - шăпăрлансемпе ĕçлекенсемшĕн тата наци культурине упраса хăварас тĕлĕшпе чăн-чăн пулăшуçă. Садикре, шкулта заняти ирттерме мĕнле материалсем кирлĕ, ачасене журналта ытларах мĕн килĕшет? Ку ыйтусене садик тата шкул ĕçченĕсенчен лайăхрах никам та хуравлаймĕ, мĕншĕн тесен пирĕн ачасемпе шăпах вĕсем ытларах вăхăта ирттереççĕ, тĕпренчĕксен кăмăл-туйăмне витĕр курса тăраççĕ. Çавăнпа журналистсем специалистсенчен сĕнÿсем кĕтеççĕ. Вĕсене тĕпе хурса 2017 çулăн иккĕмĕш çурринче "Тетте" журнала çĕнĕлĕхсем кĕртĕç, кăсăклă проектсем хута ярĕç.

Çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче 14 сехет те 30 минутра сире Пичет çуртĕнче (Шупашкар хули, И. Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт, 7-мĕш хут) хапăлласа кĕтеççĕ.

www.hypar.ru

Комментари хушас