Пахалăх

19 Ака, 2018

Çăкăр пахалăхне тĕрĕсленĕ

Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсенче пĕçерекен çăкăр-батон пахалăхне тĕрĕсленĕ. Унта «Шупашкарти 1-мĕш çăкăр завочĕ», «Шупашкарти 2-мĕш çăкăр завочĕ» тата «Петровский çăкăр комбиначĕ» хутшăннă. Çавăн пекех Киров, Чулхула, Оренбург, Пенза, Самар, Саратов, Ульяновск облаçĕсенчи, Пушкăрт, Мордва, Тутар, Удмурт республикисенчи çăкăр завочĕсем те.

28 Нарăс, 2018

Суя топливо

Ака-суха çывхарнă май хуçалăхсемшĕн топливо туянасси çивĕч тăрать. Хальхи вăхăтра ăна илме чăрмав çук темелле — сутакансем туллиех. Анчах унăн хакĕ кĕсьене самай пушатать. Хаклă япалан та пахалăхĕ çук-мĕн. Иртнĕ çул ял хуçалăхĕнче усă курнă ГСМ пахалăхне тĕрĕслеме проба илнĕ. Çав шутра 23,4 проценчĕ япăх пулни палăрнă. 2016 çулта кондицие ларманни 21,1 процента çитнĕ /2010 çулта — 11/.

22 Чÿк, 2016

Апат-çимĕç тасалăхĕ сывлăхпа çыхăннă

Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская «Апат-çимĕç пахалăхĕпе хăрушсăрлăхĕ» ыйтупа пресс-конференци ирттерчĕ, вĕçленсе пыракан çулталăкри кăтартусемпе паллаштарчĕ.