Комментари хушас

22 Чÿк, 2016

Апат-çимĕç тасалăхĕ сывлăхпа çыхăннă

Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская «Апат-çимĕç пахалăхĕпе хăрушсăрлăхĕ» ыйтупа пресс-конференци ирттерчĕ, вĕçленсе пыракан çулталăкри кăтартусемпе паллаштарчĕ.

1990 çулта Пĕтĕм тĕнчери пахалăх кунне çирĕплетнине аса илтерчĕ. Ултă çул иртсен чÿк уйăхĕн иккĕмĕш кĕçнерникунĕнче Европăри пахалăх эрнине ирттерме йышăннă. Экономика вăйлă аталаннă çĕршывсенче çак ыйтăва пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Иртнĕ çул тата кăçалхи тăхăр уйăхра республикăри апат-çимĕç пахалăхĕ Раççейри вăтам кăтартусемпе пĕр шайрине палăртрĕ. Республикăн Эпидемиологипе гигиена центрĕ 11 пин тĕрĕслев ирттернĕ. Химипе санитари нормативĕсене тивĕçтермен çимĕçсен шучĕ 0,2% кăна. Раççейри кăтарту — 0,5%. Пулăра, чăх-чĕп какайĕнче, çура, сокра, консервсенче, алкогольлĕ, алкогольсĕр, минераллă шывсенче, ача-пăча апатĕнче этемшĕн сиенлĕ хутăшсем тупман.

Аш-какайăн тăтăшах тĕл пулакан çитменлĕхĕ — нÿрĕк виçи тивĕçтерменни. «Звениговский» аш-какай комбиначĕ хатĕрлекен кăлпассин вăл 43% вырăнне 48% танлашнă. Владимир облаçĕнчен кÿрсе килнинче çу шайĕ кирлинчен 3,7 хут сахалрах. Елабугăран çитнĕ кăлпассире вара 2 хут нумайрах. Чăваш Енри предприятисенчен Роспотребнадзор «капкăнне» ку енĕпе Вăрнарти типĕтнĕ çусăр сĕт завочĕ кăна çакланнă. Унта тунă хуран куклинче çу виçи кирлинчен икĕ хут сахалрах, 14% вырăнне 7,5% кăна пулнă. Асăрхаттарнă хыççăн йăнăша хăвăрт тÿрлетнĕ.

Химипе физика кăтартăвĕсен енĕпе 1,5 пин анализ илнĕ: тĕрĕсленĕ таварăн 3,5% пахалăхсăр. Пĕлтĕр ку кăтарту 4,2% танлашнă. «Вавилон» ООО кăларнă кондитер изделийĕсен 10 процентĕнче сахăрпа нÿрĕк ытлашши. Сĕтре 5% яхăн белок çитмен. Пахалăхсăр сĕте вĕренÿ, сиплев организацийĕсене ăсатнă, «Магнит», «Тандер», «Светофор», «Торгсервис 16» тата уйрăм предпринимательсен лавккисенче сутнă.

Услам çăва, сыра, чăкăта, çăратнă сĕте, хăймана апата яма юраман хутăшсем варса сутакансем те тĕл пулаççĕ. Усламçăсем унашкаллине тутар, мордва, удмурт, адыгэй, Мускав, Пермь, Брянск, Самар, Чулхула, Чĕмпĕр тăрăхĕсенчен, Беларуçран турттараççĕ. Апат-çимĕç сутакан сферăра йĕркене пăснă 900 ытла тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă. Вĕсен шутĕнче: пахалăха çирĕплетекен документсем пулманни, сутмалли вăхăта пăсни, тавар упрамалли йĕркене пăхăнманни тата ыт.те.

Айăплисене пуçран шăлмаççĕ. Суя продукци кăларакансене, улталаса сутакансене явап тыттарма 894 йышăну кăларнă, 9 миллион та 650 пин тенкĕлĕх штрафланă. Суда административлă 128 ĕç янă, потребительсен прависене хÿтĕленĕ: 14 тавăç тăратса пурне те выляса илнĕ. Тăхăр уйăхра сутлăхри 12 тоннăна яхăн апат-çимĕçе пăрахăçланă. Вăл шутра пахчаçимĕç продукцийĕ 6 тонна, аш-какай 350 килограмм, пулă 400 килограма яхăн, сĕт-çу 500 килограмм ытла. Çимелли мар продукци туса кăларакансен, сутакансен хушшинче те йĕркене пăсакан сахал мар. Роспотребнадзор ĕçченĕсем тĕрĕсленĕ чухне ăна чĕркемелли материал, ача-пăча валли кăларакан продукци, тетте, парфюмери, косметика изделийĕн, çăмăл промышленноç таварĕн, сĕтел-пукан кăлтăкĕсене тупнă. Айăплисене явап тыттарнă. Калăпăр, тĕп хулари В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвне ачасем валли диоктилфталат шăршиллĕ мечĕксем кăларнăшăн 100 пин тенкĕ штраф панă, çыншăн сиенлĕ продукци кăларма чарнă. Кĕске хушăрах унта çитменлĕхсене пĕтернĕ.

«МЕТРО Кэш энд Керри» ООО сутакан, Китайра туса кăларнă «Гантелька» шакăртмара вара сиенлĕ хими элеменчĕ тупнă, сутма чарнă. Шупашкарти агрегат заводĕнче Иваново хулинчен кÿрсе килнĕ, рабочисем ĕçре усă куракан сывламалли маскăра сиенлĕ формальдегид тупса палăртнă. Унăн виçи норматива тивĕçтерекен кăтартуран 29 хут/!/ ытларах пулнă. Начар продукци хатĕрлекенсемпе ăна сутакансене явап тыттарма уйрăм çынсем те пулăшаççĕ. Акă Çĕмĕрле хулинче пурăнакан килĕнче йывăр шăршă пулнăран Роспотребнадзора пĕлтернĕ. Хваттерти сывлăшра çÿлерех асăннă формальдегид нумаййи палăрнă. Ăна нумаях пулмасть туяннă компьютер сĕтелĕпе тумтир шкапĕ кăларса тăнă.

Çимелли мар продукцие тĕрĕслесе кăçалхи 9 уйăхра административлă 318 ĕç пуçарнă, айăплисене 5 миллион та 831 пин тенкĕлĕх штраф тÿлеттернĕ. Тĕрĕслевçĕсем апат-çимĕç, тĕрлĕ тавар туса кăларакансемпе, сутакансемпе çеç мар, ача-пăча учрежденийĕсенче мĕнле пахалăхлă апат çитернипе те кăсăкланаççĕ. Йĕркене пăснă тĕслĕх кунта та ытлашшипех. Калăпăр, Шупашкарти 142-мĕш ача садĕнче пĕçернĕ чухне апат-çимĕç виçине пăхăнманнине палăртнă. Шупашкар районĕнчи Çатракассинчи садикри услам çура унта хутăштарма юраман çу тупнă. Айăплисене çÿлерех асăннă тĕслĕхсенчи пекех явап тыттарнă.

Роспотребнадзор ертÿçи ĕçри çĕнĕлĕхсемпе те паллаштарчĕ. Тавар туянакансем ыйтнипе кăçалхи çурла уйăхĕнчен пуçласа специалистсем кĕрĕк пахалăхне тĕрĕслеме пуçланă. Саккунпа килĕшÿллĕн малашне сахалтан та 20 ытла тумтире ятарлă клемепе палăртма пуçлаççĕ.

Василий СОРОКИН

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.