Çăкăр пахалăхне тĕрĕсленĕ

Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсенче пĕçерекен çăкăр-батон пахалăхне тĕрĕсленĕ. Унта «Шупашкарти 1-мĕш çăкăр завочĕ», «Шупашкарти 2-мĕш çăкăр завочĕ» тата «Петровский çăкăр комбиначĕ» хутшăннă. Çавăн пекех Киров, Чулхула, Оренбург, Пенза, Самар, Саратов, Ульяновск облаçĕсенчи, Пушкăрт, Мордва, Тутар, Удмурт республикисенчи çăкăр завочĕсем те.

Çăкăр пахалăхне 48 параметрпа тĕрĕсленĕ. Çăнăх пахалăхне, тĕрлĕ чир-чĕр хăрушлăхĕ пуррипе çуккине те тĕпченĕ. Тĕпчев кăтартăвĕ тăрăх, федерацин Атăлçи округĕнче Чăваш Енри, Саратов тата Ульяновск облаçĕсенче пĕçерекен çăкăр пахалăхĕпе чи лайăххи шутланать.

 

Валентина ПЕТРОВА.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас