Рио-де-Жанейрора Олимпиада вĕçленсе пырать. Ăмăртусен вунвиççĕмĕш кунĕ хыççăн Раççей медальсен йышĕпе пиллĕкмĕш вырăнта пырать. Америка команди — пĕрремĕш. Пирĕн спортсменсем хальлĕхе 12 ылтăн, 15 кĕмĕл тата 17 пăхăр медаль çĕнсе илнĕ.
Çак кунсенче пулас тракторист-машинистсем Вăрнар ял хуçалăх техникумне республика олимпиадине пухăннă. Унта вăтам професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ учрежденийĕсенче вĕренекенсем хутшăннă.