Комментари хушас

29 Çу, 2014

Сухаçăсем ăмăртнă

Çак кунсенче пулас тракторист-машинистсем Вăрнар ял хуçалăх техникумне республика олимпиадине пухăннă. Унта вăтам професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ учрежденийĕсенче вĕренекенсем хутшăннă.

Олимпиада икĕ тапхăрпа иртнĕ. Чи малтан студентсен теори пĕлĕвне - ял хуçалăх машинисемпе усă курас, вĕсене юсас тата тĕрлĕ ĕç пурнăçлас, хăрушсăрлăх правилисене пăхăнас мелсене - тĕрĕсленĕ. Унтан техникум-училище вĕренекенĕсем трактор çине ларса хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарнă. Иккĕмĕш конкурсра хурçă утпа фигурăсем туса çÿрес тата сухалас енĕпе тупăшнă. Олимпиада пĕтĕмлетĕвĕпе çĕнтерÿçĕ ятне Вăрнар ял хуçалăх техникумĕнчи Олег Романов /преподавателĕ - Г.Макаров/ тивĕçнĕ. Иккĕмĕш парнене Кÿкеç професси училищинче вĕренекен Игорь Ермолаев çĕнсе илнĕ, Патăрьел агропромышленноç техникумĕн студенчĕ Андрей Салеев - виççĕмĕш.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.