Маттурсем!

16 Çĕртме, 2016

Улми йывăçĕпе юнашар

Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тесе ытахальтен каламан ватăсем. Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршăри Евгения Петровнăпа Михаил Васильевич Петьковсем хăйсем те маттур, ачисем тата пултаруллăрах. Пурнăçра çапла пулмалла та, ун чухне кăна вăл илемлĕ те килĕшÿллĕ. 4 ача пăхса ÿстернĕ вĕсем, халĕ 6 мăнукпа савăнаççĕ. Çĕре юратасси, ĕçченлĕх, тараватлăх ачисене амăшĕн кăкăр сĕчĕпех куçнă пулĕ. Тĕслĕх шыраса инçе каймăпăр.

28 Çу, 2016

Энĕшпуçсем клуб çĕклесшĕн

Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç тăрăхĕ хитре, çыннисем кăмăллă, çавăнпах чун туртать унта. «Ял администраци пуçлăхĕ Олег Иванов нихăш ĕçрен те пăрăнмасть. Çыпăçуллă çи-пуçне ĕç тумтирĕпе улăштарса ял-йышпа пĕрле тавралăха та тасатать, хăтлăлатать», — теççĕ хăпартланса хĕрарăмсем. Шăрăхра шыв сикки патĕнче мĕнле уçă!

28 Ака, 2016

Маттур Макаровсем

"Икĕ йĕкĕт", - теççĕ Патăрьел районĕнчи Каншелти пĕртăван Макаровсем пирки. Асли, Сергей, 35-ре, шăллĕ, Андрей, унран виçĕ çул кĕçĕнрех. Иккĕшĕ те авланман. Çамрăк фермерсен те вăхăт çук, те ялта хĕр сахал.

Pages