Маттурсем!

14 Çу, 2015

«Хунав» аталанать, куракана савăнтарать

Ялти культура çурчĕ çумĕнчи «Хунав» ушкăна тĕрлĕ-тĕрлĕ мероприятире час-часах курма пулать. Çамрăк артистсем хăйсен пултарулăхĕпе кама кăна савăнтармаççĕ-ши?

14 Çу, 2015

Ентешĕсемпе мăнаçланаççĕ

- Эпир хамăр паллă çыравçăсене, ÿнерçĕсене, юрăçсене, вăрçăра пуç хунă паттăрсен ячĕсене яланах асра тытатпăр, - терĕ Тăвай шкулĕн директорĕ Вера Михайловна Кириллова.

Ара, чылай чухне ертÿçĕрен нумай килет-çке. Вера Михайловна ăшă кулăпа кĕтсе илчĕ. Чи малтан шкул ĕçченĕсемпе пĕрле йĕркеленĕ стенд патне илсе пычĕ. Тăвайĕнчи паллă çынсен сăнÿкерчĕкĕсене çак стенд çине вырнаçтарнă. Тĕлĕнмелле! Ачасем хастар ентешĕсене курса чăннипех те мăнаçланаççĕ.

26 Пуш, 2015

Урра! "Тетте" килчĕ, "Тетте!...

Виççĕмĕш класра вĕре-некенсем хальхинче те урока хаваслă туйăмпа вырнаçса ларчĕç. Пĕлÿ тĕнчин нумай вăрттăнлăхне алла илчĕç, чылай çĕннине пĕлчĕç. Хальччен илтмен пĕр-пĕр çĕнни пирки вĕрентекен каласанах, ăна ыйту çине ыйту параççĕ, тупсăмне вĕçне çитиччен пĕлмесĕр вара ниепле те лăпланмаççĕ.

19 Пуш, 2015

Кунтах юнгăсем... Спецназсемпе кадетсем

Калинино шкул директорĕ Татьяна Павловна Ефимова кунта вĕрентекен пулса килнĕренпе нумай шыв-шур юхнă. Ун чухнех вăл: «Ачасен лайăх енĕсене аталантарма вăй-халăма хĕрхенмĕп», - тесе хăйне хăй сăмах панă. Чăн та, çав сăмаха çилпе вĕçтермен хастар педагог.

7 Пуш, 2015

«Физкультура урокĕ» - чиперуксем валли

Вăрмар районĕнчи Тикашра маттур та ÿркенмен хĕрарăмсем пурăнаççĕ. Эрнере виçĕ хутчен шкулти спортзала пуçтарăнаççĕ. Чăн-чăн физкультура урокĕ иртет кунта! Чупаççĕ, сикеççĕ, тĕрлĕ хускану тăваççĕ, кире пуканĕ çĕклеççĕ арăмсем. Баскетболла е волейболла та выляççĕ.

Pages