Маттурсем!

26 Нарăс, 2015

Амăшĕн кĕлли ывăлне вилĕмрен çăлнă

Интернетра паллашса çемье çавăрнă мăшăр пайтах халĕ. Женьăпа Ларисăн туйпа вĕçленнĕ юратăвĕ те социаллă сетьрен пуçланнă. Тĕрĕссипе, хĕрпе чи малтанах Женьăн юлташĕ çыхăну йĕркеленĕ. Анчах пикене тĕлпулăва чĕнмешкĕн ниепле те хăюлăх çитереймен. Тусĕ ирĕк панипе хĕр патне Женя çырма тытăннă. Унтанпа пилĕк çул иртнĕ.

17 Кăрлач, 2015

Раççейĕпех килĕштерсе çиеççĕ

«Çĕр пире тăрантарать кăна мар, пысăк тупăш кÿрет. Çакă пирĕн тăрăхри çынсем питĕ ĕçчен те тăрăшуллă пулнинчен, малтан мала талпăннинчен килет. Вăрлăх сухан сутса пирĕн ялсем машина, трактор, хулара хваттер туянаççĕ, çурт-йĕр лартаççĕ. Пĕри тепринчен хитререх пурăнма тăрăшать», - палăртрĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валентин Тукмаков.

Çĕнĕ Ахпÿртре пĕр-пĕринпе ăмăртса тенĕ пек килĕренех вăрлăх сухан акаççĕ, сутмалăх та туса илеççĕ. Тĕрĕссипе, ăна лартман çемье çук та кунта. Ку тăрăхра пушă, ахаль выртакан çĕр ниçта та кураймăн.

27 Раштав, 2014

Юртан - качака, хутран - чăрăш

Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа шкулĕнче вĕренекенсем хĕрсех Çĕнĕ çула хатĕрленеççĕ. Кунта Петр Теренин вĕрентекен ертсе пынипе «Мастерок» кружок ăнăçлă ĕçлет. Вĕренекенсем унта кăмăлласах çÿреççĕ. Ара ĕç урокĕсенче вĕсене темĕн те пĕр ăсталама хăнăхтараççĕ-çке. Акă, нумаях пулмасть хайхисем матрÿшкесем тунă.

13 Раштав, 2014

Пылак «Нарспие» çитекен çуках

Тăватă çулта пĕрре кулинари енĕпе Тĕнче кубокĕ иртет. Кăçалхи ноябрь вĕçĕнче ăна Люксембургра йĕркеленĕ. Ăмăртăва 86 патшалăхри 160 кондитер хутшăннă. Раççей командин йышне чăвашсем пĕрремĕш хутчен кĕнĕ. Дебют ăнăçлă çеç мар, чаплă иртнĕ темелле.

11 Раштав, 2014

Хĕл Мучие пирĕнтен - парне

Ачасем кăна парнешĕн савăнаççĕ тетĕр-и? Çук! Аслисем те кĕçĕннисенчен парне илсен тем пекех хĕпĕртеççĕ. Çĕнĕ çул умĕн вара пушшех те. Уйрăмах пирĕнтен кашни чăтăмсăр кĕтекен Хĕл Мучи парнешĕн хавас.

Pages