Маттурсем!

7 Çурла, 2014

Çĕмĕрлесем - çĕнтерÿçĕсем!

Ачана техника тĕлĕ-шĕнчен пултарулăхне, ăсталăхне аталантарма пулăшас тесе пирĕн республикăра нумай ĕç туса ирттереççĕ. Ку тĕлĕшпе "Профильлĕ инжеренипе техника класĕсем" ятарлă республика проекчĕ те ăнăçлă ĕçлет. Паян нумай-нумай шкулта çак енĕпе ятарлă классем уçнă, вĕренекенсем авиа тата судомоделировани кружокĕсене юратса та хавхаланса çÿреççĕ.

2 Çурла, 2014

Туçа тăрăхĕнче

Ялти клубăн чи пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсенчен пĕри - чăвашлăх никĕсне, йăли-йĕркипе культурине упраса хăварасси, ку тăрăхра тĕпленнисен, уйрăмах - çамрăк ăрăвăн, кун-çулне çутă та пуян, интереслĕ йĕркелеме пулăшасси. Ăна пурнăçа кĕртме кашни çĕртех тĕрлĕ майпа усă кураççĕ.

18 Ака, 2014

Хырăм хытиччен култараççĕ

Юлашки çулсенче халăх телевизор умĕнче ларма кăмăллани, клуба тухма юратманни пирки чылай ял-салара илтме пулать. Муркаш районĕнчи Юнкăсем вара пачах тепĕр май калаççĕ. «Халăх фонограммăран ывăннă. Çынсем чĕрĕ сасса илтесшĕн, спектакль курасшăн», - çирĕплетеççĕ вĕсем.

10 Ака, 2014

«Wake me up» пĕрлешÿ сирĕнте хаваслăх вăратĕ

Çак пĕрлешÿ ячĕ акăлчан чĕлхинчен «вăрат мана» тесе куçать. Ăна Людмила Анатольевна Пантелеймонова вĕрентекен ертсе пырать. Кунта çÿрекен ачасем ыттисенчен хастарлăхĕпе, пултарулăхĕпе тата пуçару- лăхĕпе уйрăлса тăраççĕ. Çавна пула вĕсем хăш чухне уроксене те сиктереççĕ.

7 Пуш, 2014

Шăпчăкран кая мар

Ытлари кун ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов Сочире хĕллехи Олимп вăййи хупăннă чухнехи чаплă уяв каçĕнче юрланă «Шăпчăксем» / ертÿçи Александра Васильева/ ушкăн ачисемпе тĕл пулчĕ

Pages