Комментари хушас

13 Раштав, 2014

Пылак «Нарспие» çитекен çуках

Тăватă çулта пĕрре кулинари енĕпе Тĕнче кубокĕ иртет. Кăçалхи ноябрь вĕçĕнче ăна Люксембургра йĕркеленĕ. Ăмăртăва 86 патшалăхри 160 кондитер хутшăннă. Раççей командин йышне чăвашсем пĕрремĕш хутчен кĕнĕ. Дебют ăнăçлă çеç мар, чаплă иртнĕ темелле. Тÿресем халăхăмăрăн йăли-йĕркине, наци сĕмне тивĕçлипех хакланă.

Пуринчен ытла Ирина Щетининăн «Нарспи - тĕрлекен чăваш хĕрĕ» торчĕ кăсăклантарнă. Чăн та, апат мар - скульптура! Чустапа сахăртан çеç тунă тесе калаймăн та. «Арт-класс» номинацире ылтăна тивĕçнĕ вăл. Чăваш Республикинчи кулинарсен ассоциацийĕн председателĕ Николай Уездный пĕлтернĕ тăрăх, вăл 100 балран пурне те тивĕçнĕ-мĕн. Кунта апат тутине мар, илемне хаклаççĕ иккен. Апла пулин те Нарспин чăлха-нускийĕ, тĕрри çеç мар, çурта çути те çиме юрăхлине палăртмаллах.

Ирина Щетинина каланă тăрăх, ку ĕçе вăл уйăх çурă ăсталанă. Унччен çулталăк хатĕрленнĕ. Этнографи тĕрлĕ альбомĕнчи ÿкерчĕксене тишкернĕ, наци тумне, эрешĕсене тума вĕреннĕ.

- Чăваш хĕрĕсене чи малтанах сăпайлăх илем кÿрет. Çавăнпах Нарспи те чипер те ырă пулса тухрĕ, - пытармасть кулинар. - Чи йывăрри - сăнара ĕçре кăтартасси. Çакă конкурсăн чи пĕрремĕш условийĕ те. Çавăнпах Нарспие тĕрлеттерес терĕмĕр, йĕппе çип тыттартăмăр. Тÿресене çакă тĕлĕнтерчĕ те.

Кубокра пирĕн ентешсен тепĕр икĕ ĕçĕ те диплома тивĕçнĕ. Вĕсенчен пĕри - асатте-асаннен хăна кукăлĕ. Ара, несĕлĕмĕрсем çын патне кучченеçсĕр кайман-çке. Ку вара ахальли мар, унăн ăшне «хаяррине» тултарнă кĕленче пытарнă. Кукăле Ирина Янтоновăпа Тамара Сергеева пĕçернĕ. Иккĕмĕш диплома Шупашкарти апатлану технологийĕсемпе коммерци техникумĕн студенчĕсем тивĕçнĕ. Çамрăксем Никита Сверчковăн картини тăрăх «Пушкин чăваш ялне килни» торт хатĕренĕ.

Тортпа кукăле конкурса хутшăнакансем тĕпренчĕк юлмиччен çисе янă пулсан, тĕрлекен Нарспи тăван тăрăха таврăннă. Ăна Люксембургри кондитерсем çынсене илĕртес тĕллевпе чÿрече умне лартма туянасшăн çуннă, анчах пирĕн маçтăрсем республика мăнаçне сутма килĕшмен.

Татьяна НАУМОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.