лыжня

12 Нарăс, 2019

«Йĕлтĕрленчĕ» Чăваш Ен

«Йĕлтĕр сырса чупас килнипе хулари пăкăсене пăхмасăрах çитрĕм. Кăмăл-туйăм çав тери лайăх. «Раççей йĕлтĕр йĕрне» мĕн йĕркелеме пуçланăранпах хутшăнатăп, — йăл кулса сăмах илчĕ Клавдия Бычкова. — Эпĕ Шупашкарта сывлăх енчен хавшаккисен 3-мĕш шкулĕнче ĕçлетĕп. Унти ачасене йĕлтĕрпе ярăнма вĕрентетпĕр. Айккинчен иккĕн çавăтатпăр та тăрмашатпăр. Уçă сывлăшра ярăнса çÿренине мĕн çиттĕр? Чупăва кашни çулах чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Пĕр сиктерми хутшăнатăп.

11 Нарăс, 2017

Йĕлме йĕлтĕр йăлтăр-ялтăр

Паян çĕр-çĕр çын йĕлтĕр çине тăчĕ. Пирĕн çĕршывра йăлана кĕнĕ «Йĕлтĕр йĕрĕ» чупу иртрĕ. Чăваш Енре пурăнакансем те старта тухрĕç. ЧР Спорт министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх — ăмăртăва 60 пине яхăн йĕлтĕрçĕ хутшăннă.