Йĕлме йĕлтĕр йăлтăр-ялтăр

11 Нарăс, 2017

Паян çĕр-çĕр çын йĕлтĕр çине тăчĕ. Пирĕн çĕршывра йăлана кĕнĕ «Йĕлтĕр йĕрĕ» чупу иртрĕ. Чăваш Енре пурăнакансем те старта тухрĕç. ЧР Спорт министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх — ăмăртăва 60 пине яхăн йĕлтĕрçĕ хутшăннă.

Йĕлтĕр спортне юратакан 14 пин çын кăçал та Шупашкарти аэропорт территорийĕнче тупăшрĕ. Вĕсене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков тата ăмăртăвăн тĕп судйи, РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Геральд Салдимиров саламларĕç.

«Йĕлтĕр йĕрĕ» çынсене çывăхлатать, çемьесене çирĕплетет, ĕç коллективĕсене пĕтĕçтерет. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансен йышĕ ÿссе пынишĕн хĕпĕртетĕп. Ачисемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ йĕлтĕр çине тăни питĕ ырă пулăм. Çитĕнекен ăру сывă та хастар пулса çитĕнесси аслисенчен нумай килет», — терĕ Михаил Васильевич.

Яланхи пекех ăмăрту Вип-чупуран пуçланчĕ. Ыттисем 3-10 çухрăмлă дистанцисенче тупăшрĕç. Пултаруллисене парнесемпе тата дипломсемпе чысларĕç. «Чи çамрăк йĕлтĕрçĕ» ята кăçал Даша Иванова /хулари 114-мĕш ача сачĕ/ тата Иван Ладыков тивĕçрĕç. Чи сумлисем яланхи пекех сакăр теçетке урлă каçнă Леонид Никифоровпа Вера Орлова пулчĕç.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Теги: 

Комментари хушас