«Йĕлтĕрленчĕ» Чăваш Ен

12 Нарăс, 2019

«Йĕлтĕр сырса чупас килнипе хулари пăкăсене пăхмасăрах çитрĕм. Кăмăл-туйăм çав тери лайăх. «Раççей йĕлтĕр йĕрне» мĕн йĕркелеме пуçланăранпах хутшăнатăп, — йăл кулса сăмах илчĕ Клавдия Бычкова. — Эпĕ Шупашкарта сывлăх енчен хавшаккисен 3-мĕш шкулĕнче ĕçлетĕп. Унти ачасене йĕлтĕрпе ярăнма вĕрентетпĕр. Айккинчен иккĕн çавăтатпăр та тăрмашатпăр. Уçă сывлăшра ярăнса çÿренине мĕн çиттĕр? Чупăва кашни çулах чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Пĕр сиктерми хутшăнатăп. Юлма май та çук. Хамшăн вĕт вăл».
Спорта юратнине çирĕплетеççĕ
Иртнĕ шăматкун, нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче, пирĕн çĕршыври пин-пин çын йăлана кĕнĕ чупăва хутшăнчĕ. Чăваш Ен халăхĕ те йĕлтĕр çине тăчĕ. «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ — 2019» Шупашкарти аэропорт çывăхĕнчи уçă лапамра иртрĕ. Мероприятие уçма ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, ЧР спорт министрĕ Михаил Богаратов, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Евгений Кадышев, хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, Раççей спорт мастерĕ, ăмăртусен тĕп судйи, Хĕллехи ХXIII Олимп вăййисене хутшăннă Лана Прусакова килсе çитрĕç. Михаил Васильевич ăмăрту пурин кăмăлне çĕклессе шаннине пĕлтерчĕ. «Эсир ырă ĕç тăватăр. Çемьепе, ĕçтешсемпе пĕрле сывă пурнăç йĕркине саратăр, ыттисене тĕслĕх кăтартатăр, спорта юратнине çирĕплететĕр», — терĕ вăл.
«Йĕлтĕр йĕрĕ» кăçалхипе 37-мĕш хут иртрĕ. Унта хутшăнакансен шучĕ çулсерен ÿссе пырать. Кăçал массăллă чупăва пирĕн республикăра 65 пине яхăн çын тухнă.
«Виççĕ, иккĕ, пĕрре», — пулчĕ старт 12 сехетре. Чи малтан vip-ушкăн 2019 метрлă дистанцие парăнтарчĕ. Вĕсем хыççăнах 3 километр чупакансем старт илчĕç. Каччăсенчен малти вырăна — А.И.Тихонов ячĕллĕ спорт шкулĕнче вĕренекен Роман Соловьев, хĕрсенчен В.Егорова ячĕллĕ Олимп резервĕсен спорт шкулĕнчи Виктория Александрова тухрĕ.
Унтан 5 тата 10 километрлă дистанцие хутшăнакансем чупрĕç. Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăхне туптакан Дмитрий Яковлевпа Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен Екатерина Григорьева 5 километр чупса пĕрремĕш вырăнсене йышăнчĕç. 10 километрлинче Анастасия Гришинăпа Юрий Никитин ¹Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕ¹ çĕнтерчĕç. Пурне те кубокпа, медальпе тата парнепе чысларĕç.
Ачасене те явăçтараççĕ
Чупăва Шупашкарти нумай организаци пухăннă. Акă Васкавлă медицина пулăшăвĕн больницин ĕçченĕсем те йĕлтĕр çине тăчĕç. «Тухтăрсемпе медсестрасем — яланах сывă пурнăç йĕркишĕн. Кăçал чупу уйрăмах кăмăллă иртрĕ. Çанталăк та ăшă, эпир те хаваслă», — хавхаланса калаçрĕç шурă халатсене хывса спорт тумĕ тăхăннă хастарсем.
Сергейпе Надежда Прокопьевсем çемйипех килнĕ. «Эпир Шупашкарта пурăнатпăр. Çемьере виçĕ ача. Асли Артем 38-мĕш шкулта 8-мĕш класра ăс пухать. Унпа пĕрле чупăва саккăрмĕш çул хутшăнатпăр. Кĕвĕ илтĕнет, чупас килсех тăрать», — калаçрĕç Прокопьевсем ывăлĕ 3 километрлă дистанцие чупса тухасса кĕтнĕ май — хăйсем финиша маларах çитнĕ. Вĕсем çак чупăва çеç мар, республикăри ытти спорт мероприятине те хастар хутшăнаççĕ.
9-мĕш ача сачĕн воспитателĕсем Наталья Клюшковăпа Ирина Якутова та спортпа туслă. «Пирĕн садике çÿрекен ачасемпе ашшĕ-амăшĕ те кашни çулах чупăва тухаççĕ. Хамăрăн тĕпренчĕксене те çакăн йышши мероприятисене явăçтаратпăр», — терĕç вĕсем пĕр-пĕрне пÿлсех.
Ял хуçалăх министерствинче вăй хуракан Инесса Львова мăшăрĕпе Эдуардпа тата ачисемпе килнĕ. «Даниил шкулта вĕренет. Эмилия 6 çулта çеç-ха. Эпир çĕнтерÿшĕн мар, хамăршăн чупатпăр», — терĕ Инесса Львова. «Эпир Львовсемпе кашни канмалли кунах йĕлтĕрпе ярăнатпăр. Чупăва тухмасăр мĕнле-ха? Çулсерен пĕрле пуçтарăнса килетпĕр. Хĕрĕм Зина та хаваспах хутшăнать», — терĕ 28-мĕш шкулта вĕрентекенре ĕçлекен Марина Козлова.
10 километрлă дистанцие пĕрремĕш парăнтарнă Юрий Никитин 2-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăхне туптать. Патăрьел каччи чупăва пĕрремĕш çул çеç хутшăнать-ха. «Эпĕ биатлонист. Халĕ Раççей чемпионатне хатĕрленетĕп. Нумаях пулмасть спортăн çак тĕсĕпе иртнĕ республика ăмăртăвĕнче çĕнтертĕм. Паян пĕрремĕш вырăн йышăннăшăн савăнтăм», — терĕ спортпа мĕн ачаран туслă Юра.
Каласа хăвармалла, «Чи çамрăк йĕлтĕрçĕ» ята кăçал 1 çул та 8 уйăхри Глеб Немцев тата 3 çул та 2 уйăхри Аделина Боредская тивĕçрĕç. 89 çулти Пимен Петров тата 87 çулти Вера Орлова «Чи опытлă йĕлтĕрçĕсен» шутне кĕчĕç.
 Валентина ФЕДОРОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.