литература

24 Çу, 2016

Писательсемпе влаç хушшине камсем савăл çапасшăн?

Пăтăрмах пуласса шухăшлама та пултарайман

Ака уйăхĕ. Мускав. Хусан вокзалĕ. Мана, Пĕтĕм тĕнчери писательсен союзĕсен пĕрлĕхĕн съездне хутшăнма килнĕскере, çĕршыв тĕп хули çурхи ăшă та хĕвеллĕ кунпа кĕтсе илчĕ. Метрона анса Баррикаднăй станцине çур сехетренех çитрĕм. Халĕ Поварская урамри 52-мĕш çурта тупмалла: çавăнта вырнаçнă Писательсен пĕрлĕхĕ. <...>

17 Çу, 2016

Ачамăрсен чун-чĕрине акар-и пин ахах-мерчен...

Сантăр Аксарăн /Александр Мефодьевăн/ сăввинчи пĕр сыпăк ку. Сăмахăма ахальтен çак йĕркесенчен пуçламарăм. Республикăри паллă çынпа ача-пăча литературипе пичет кăларăмĕсем çинчен калаçрăмăр. Александр Иванович — культура тытăмĕнче тăрăшнă-и вăл, Пичет çуртĕнче-и, аслă шкулта-и — яланах çамрăксемпе ĕçленĕ.

15 Кăрлач, 2016

Сăпкара чухнех сăвă кирлĕ

Ача-пăча юмах итлесе ÿсет, сăвă-калав вуласа ăс-хакăл пухать, тĕрлĕ енлĕн аталанать, ырăпа усала уйăрма вĕренет. Кĕнеке пĕчĕк çын пурнăçĕнче çав тери пысăк вырăн йышăнать. Чăваш халăхĕн ача-пăча литератури çырулăх йĕркеленсенех аталанма тытăннă.

19 Авăн, 2015

Мĕн чухлĕ тăшман ман, мĕн чухлĕ юлташ!

/Кăçал çырнисенчен/
* * *
Мĕн чухлĕ тăшман ман,
мĕн чухлĕ юлташ!
Апла эп чăнах та хăватлă чăваш!
Аван пурăнма тăшмансемсĕр,
паллах!
Çапах та этемĕн тăшман
пулмаллах.
 
Мĕн чухлĕ юлташ ман,
12 Авăн, 2015

Маттур, Алманчăсем!

Лидия Ковалюк /Антипова/ Патăрьел районĕнчи Алманчă ялĕнче çуралнă. Вăтам шкултан вĕренсе тухсан Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче пĕлĕвне малалла туптанă.

Pages