Ачамăрсен чун-чĕрине акар-и пин ахах-мерчен...

17 Çу, 2016

Сантăр Аксарăн /Александр Мефодьевăн/ сăввинчи пĕр сыпăк ку. Сăмахăма ахальтен çак йĕркесенчен пуçламарăм. Республикăри паллă çынпа ача-пăча литературипе пичет кăларăмĕсем çинчен калаçрăмăр. Александр Иванович — культура тытăмĕнче тăрăшнă-и вăл, Пичет çуртĕнче-и, аслă шкулта-и — яланах çамрăксемпе ĕçленĕ. Ачасене халалласа сахал мар сăвă çырнă, чылайăшне композиторсем юрра та хывнă. Юлашки вăхăтра вăл чăваш ача-пăча литературине тĕпчес ĕçре çанă тавăрсах вăй хучĕ. Нумаях пулмасть темиçе çул каялла пуçăннă ĕçе вĕçлерĕ: 5 кĕнеке хатĕрлесе çитерчĕ.

— Александр Иванович, çак кĕнекесене хăçан çырма пуçларăр-ха?

— «Хатĕр пул» журналта ĕçленĕ чухнех ача-пăча литературине сăнаса пытăм, сахал мар статья çыртăм. Чăваш патшалăх педагогика университетне ĕçлеме килсен студентсене «Ача-пăча литератури» дисциплинăна вĕрентрĕм. Çавăн чухнех ăна тата та анлăрах тĕпчес шухăш çуралчĕ. Пĕрремĕш кĕнеки «Чувашская детская литература. Истоки, возникновение и формирование» ятпа 2008 çулта кун çути курчĕ. Ыттисем — «Чăваш ача-пăча литератури» вĕренÿ кĕнекисемпе монографисем — 2010-2015 çулсенче пичетленчĕç. Ача-пăча сăмахлăхне тăватă тапхăра пайласа — 20-30, 40-50, 60-80-мĕш çулсем тата хальхи тапхăр — 5 кĕнеке пухăнчĕ.

— Эсир журналист та, вĕрентекен те, çыравçă та. Хăш ĕçĕ чуна ытларах çывăх?

— Виççĕшĕ те. Çапах хама эпĕ чи малтанах журналист пек хаклатăп. Ача чухнех хаçат-журналта ĕçлеме ĕмĕтленеттĕм, шкулта вĕреннĕ вăхăтра районти «Авангард» хаçатра сăввăмсемпе статьясем нумай пичетленетчĕç. Пирвайхи заметка 1964 çулта «Агитаторсене курма çук» ятпа çапăнса тухнăччĕ. Шкулти стена хаçачĕн редакторĕ те пулнă эпĕ. 10-мĕш класра вĕреннĕ чухне Шупашкарта иртнĕ ялкорсен съездне хутшăнни те хавхалантарчĕ — хамăн пурнăçăма журналист ĕçĕпе çыхăнтарас терĕм. Темиçе çул Йĕпреç тата Патăрьел районĕсен хаçат редакцийĕсенче вăй хутăм.

— 1985 çулта сире «Хатĕр пул» журналăн тĕп редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шаннă. Йывăр пулмарĕ-и ертÿçĕ тилхепине тытса пыма?

— Ун чухне эпĕ обкомăн культура пайĕнче ĕçлеттĕм. Хаçат-журнал ĕçĕ-хĕлне тĕрĕслесе тăраттăм. Пирĕн ушкăн пысăках марччĕ пулин те хамăр ĕçе чунтан тăваттăмăр. Журналта çĕнĕ ярăм чылай çуралчĕ. Хам «Редактор сăмахне» тытса пыраттăм. Унта çитĕнекен ăрупа çĕршыв, патриотлăх, кăмăл-сипет, ырăпа илем, тасалăхпа чун-чĕре пуянлăхĕ çинчен «калаçаттăм». Журнал кĕнекисем кăларма пуçларăмăр. Пĕрремĕшĕ «Тăнăçлăх кĕввисем» ятлăччĕ. Ача-пăча публицистики хăйне евĕрлĕ жанр. Ун чухне воспитани ыйтăвĕ тĕп вырăнта тăнă, пирĕн журнал та ачасене çĕре, çут çанталăка юратма вĕрентекен, çитменлĕхсене хурлакан кăларăм пулнă. «Хатĕр пул» миçе ачана анлă та тĕрĕс çул çине тăма пулăшмарĕ пулĕ. Паянхи литература анинче тăрмашакан пур çыравçă та тенĕ пекех хăй вăхăтĕнче «Хатĕр пулпа» «Çилçунат» айĕнчен вĕçсе тухнă.

— «Çилçунат» — «Хатĕр пул» тăсăмĕ. Ятне мĕншĕн улăштартăр?

— Совет Союзĕ саланнă хыççăн çĕнĕлĕх вăй илме пуçларĕ. Киввинчен хăтăлас тесе ятсене те ылмаштарма тытăнчĕç. «Хатĕр пул» та çĕнелчĕ. Ятне конкурс ирттерсех шырарăмăр. Вулакансем сĕннĕ ятсенчен «Çилçунат» ытларах кăмăла кайрĕ. Малтанхи номерĕсене те хамах редакцилерĕм. Анчах çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче чăваш ачи-пăчин журналĕ "çÿлтисене" тивĕçтермерĕ курăнать. Вăл урăх ятпа тухма тытăнчĕ, содержанийĕ те улшăнчĕ.

— «Самант» журнала «Хатĕр пулпа» «Çилçунат» ачи тетпĕр...

— Çапла пулĕ те, анчах «Самант» хăйнеевĕрлĕ кăларăм. Вăл — аслă классенче вĕренекенсемпе çамрăксен журналĕ. Унăн тематики те яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç тата аслăраххисем валли. Вăл вулакана тĕрлĕ тĕслĕ пулнипе тата илемĕпе илĕртет. «Хатĕр пулпа» «Çилçунат» кĕçĕн тата вăтам ÿсĕмри шкул ачисен журналĕччĕ. Вĕсем паянхи пек хитрех марччĕ пулин те ăна пинĕн-пинĕн çырăнса илсе вуланă. Вĕсем çамрăк журналистсемпе çыравçăсене çул уçса панă. Халĕ вĕсен тивĕçне «Тантăш» /унчченхи «Пионер сасси»/ хаçат туса пырать.

— Паянхи ача-пăча литературине епле хаклатăр эсир?

— Литература аталанăвĕ те самана уйрăмлăхĕпе çыхăннă. Паян, Интернетпа компьютер тата технологи саманинче, литературăна çăмăл мар. Вулаканĕ те улшăнать, çыраканăн та хăйĕн тĕнчи. Çитĕнекен ăрăва темле чаплă сăвă-калав çырса тĕлĕнтерме йывăр. Унччен çырнă хăшпĕр сăвă та çивĕчлĕхне çухатман. Тĕслĕхрен, «Хĕвел йăл-йăл кулчĕ, пăхрĕ кантăкран, Ванюка вăл курчĕ, саврĕ кăмăлтан…» е «Йĕлме йĕлтĕр йăлтăр-ялтăр…» сăвăсем халĕ те çын чун-чĕрине хумхантараççĕ. Паянхи çыравçăсен те малашлăха пăхса хайламалла, вĕсем нихăçан та ан кивелччĕр. Пĕр кунлăх сăвăсенчен хăтăлмалла. Хальхи литературăра та чунлăх, çынлăх ыйтăвĕсем тĕп вырăнта тăни кăмăла çĕклет. Çăмăл мар саманара çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Кĕнеки те сахал мар тухать. Ачасем çинчен манманни савăнтарать. Паянхи çамрăксем сахал вулаççĕ пулин те кĕнекисем питĕ кирлĕ. Кашни кĕнеке ырра вĕрентет. Ман шухăшпа — вăхăт иртнĕçемĕн çак пулăм каялла таврăнатех. Акă, тĕслĕхрен, анăçри çĕршывсенче кĕнеке тепĕр хут ят-сум илме пуçларĕ, пирĕн те çапла пулатех.

— Эсир ачасемпе нумай ĕçленĕ, вĕсемпе чылай курса калаçнă. Паянхи ачапа совет саманинчи шăпăрлан хушшинче пысăк уйрăмлăх пур-и?

— Ача вăл — яланах ача. Ĕлĕк вĕсем лăпкăрахчĕ, çепĕç кăмăллăрахчĕ. Паянхисем чăрсăртарах, çивĕчрех, хăюллăрах, вăр-вартарах. Пĕчĕклех тавçăруллă та ăслă вĕсем, хăвăрт аталанаççĕ. Компьютер тĕнчи çапларах пулма хистет вĕсене. Паянхисем пултаруллăрах тетпĕр пулин те вĕсен хушшинче çыракан питĕ сахал. Вĕсем хăйсене урăх ĕçре шыраççĕ. Интернет уçлăхĕ вĕсене питĕ илĕртет. Унта интересли темĕн чухлех. Шел те, пирĕн республикăра чăваш ачисен пултарулăхне аталантарма йывăрлансах пырать. Калăпăр, наци лицейне хупни те, чăваш класĕсем çукки те литературăна вăй илме чарса тăрать. Вĕсем çамрăк çыравçăсемпе журналистсене çунат пани çинчен пурте пĕлетпĕр. Çавăнпа патшалăхăн ача-пăча пурнăçне куçран вĕçертмелле мар. Ача-пăча хаçачĕсемпе журналĕсем ан пĕтчĕр тесен писательсен пĕрлĕхĕпе патшалăх органĕсен, наци интеллигенцийĕн пĕрле килĕштерсе ĕçлемелле. «Халăх пуласлăхĕ — ачасем», — тетпĕр. Çакна нихăçан та никамăн та манмалла мар.

Андрей МИХАЙЛОВ

калаçнă.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.