Курав

29 Çу, 2018

Çĕнĕлĕхсемпе паллаштарать

«Раççей чукун çулĕсем» обществăн куравпа лекци комплексĕ ĕнер Шупашкар станцийĕнче чарăннă.

Раççейри тата ют çĕршывсенчи компанисем хăйсен инноваци проекчĕсене кăтартакан куçса çÿрекен куравпа лекци комплексĕ 2011 çулхи çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче уçăлнă. Экспозици предприятин инноваци продукцийĕн рынокĕн чукун çул транспорчĕ, нанотехнологи, энергетика, ытти енĕпе ĕçлекен компанийĕсемпе пĕрле туса хатĕрленĕ çĕнĕ йышши техникăпа тата технологисемпе паллаштарать.

14 Çу, 2018

Хĕрарăм куракан тĕнче

Хĕрарăм – хăйне евĕр тĕнче. Этемлĕхĕн черчен пайĕ пурнăçа та раснарах куçпа курать. Илемлĕрех, тĕрлĕ тĕслĕрех, çутăрах туйăнать ăна çут тĕнче. Çавăнпах хĕрарăм-ÿнерçĕсен ĕçĕсем те арçынсеннинчен раснарах пулаççĕ-мĕн.

19 Нарăс, 2018

Паллашăр: «Раççейĕн Арт-Географийĕ»

Паян Шупашкарта, Халăхсен туслăх çуртĕнче, Пĕтĕм Раççейри куçса çÿрекен «Раççейĕн Арт-Географийĕ» курав уçăлчĕ. Ăна Пĕтĕм тĕнчери искусствăсен «Арт-Географийĕ» форум хÿттипе йĕркеленĕ.

6 Нарăс, 2018

Халăх тымарне татмасăр...

Иртнĕ эрнекун Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче хăйне евĕрлĕхĕпе палăрса тăракан ÿнерçĕн Анатолий Миттовăн куравĕ уçăлчĕ. Ăна, художник çуралнăранпа 85 çул çитнине халалланăскере, «Пирĕн асаттесен çĕрĕ» ят панă.

Çĕнĕ хăватпа

22 Кăрлач, 2018

Халăх юррин янравĕ

Шупашкарти Чăваш ÿнер театрĕнче республикăри художниксен союзĕн членĕн, педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕн Инна Лялинăн «Халăх юррин янравĕ» куравĕ иртрĕ. Çав ĕçсенче — йăх-несĕлĕн шăпи, пурнăçĕ, уяв саманчĕсем.

Pages