Комментари хушас

14 Çу, 2018

Хĕрарăм куракан тĕнче

Хĕрарăм – хăйне евĕр тĕнче. Этемлĕхĕн черчен пайĕ пурнăçа та раснарах куçпа курать. Илемлĕрех, тĕрлĕ тĕслĕрех, çутăрах туйăнать ăна çут тĕнче. Çавăнпах хĕрарăм-ÿнерçĕсен ĕçĕсем те арçынсеннинчен раснарах пулаççĕ-мĕн.
Шăпах çак шухăша палăртрĕ те Алексей Кокелĕн пултарулăх йăхĕн тăсăмĕ, ЧР Ÿнерçĕсен союзĕн членĕ Светлана Кокель.
- Паян пирĕншĕн çав тепри пысăк уяв. Кокель ячĕллĕ хĕрарăмсен плэнерĕн тăххăрмĕш куравне уçатпăр. Тĕрлĕ ÿсĕмри 19 хĕр-хĕрăрăм пухăнса Андриян Николаев çуралнă тавралăхра 10 кун пултăмăр. Çанталăк та çав тери лайăх тăчĕ. Тĕрлĕ ĕç çуралчĕ ку таврашра. Пĕр студентка ялта ĕнесене кăмăлларĕ. Мана вара  çурла уйăхĕнчи пĕлĕтсем тыткăнларĕç, - терĕ плэнер йĕркелÿçи-ертÿçи Светлана Васильевна.
Плэнер кашни çул çурла уйăхĕнче иртет. Пĕлтĕр вăл улттăмĕш хутчен йĕркеленнĕ.  Андриян Николаев тĕнче уçлăхне хăпарнăранпа 55 çул çитнине халалланă ăна. Çавăнпах Шуршăл тăрăхне çитсе тухнă те хĕрарăм-ÿнерçĕсем. Ял халăхĕ те хапăлласах йышăннă пысăк хăнасене. Сĕнтĕрпÿç шкулĕнче вырнаçтарнă ÿнер ăстисене.
- Ял халăхĕ ку хыпара илтсен малтанах: “Мĕн пултăр пирĕн ÿкермелли”, – тесе тĕлĕнчĕ те. Каярах: “Художникĕсем чăвашла та питĕ хитре калаçаççĕ вара”, – хаклакан пулчĕç хăнасене. Чаплă ĕçсем кĕтме тытăнчеç. Ара, палланă вырăнсем-çке. Хамăр тăрăха ÿнер урлă урăх куçпа куртăмăр. Питĕ савăнтăмăр, - палăртрĕ Сĕнтĕрпуç шкулĕн директорĕ Елизавета Матюшова.
- Юрату, чун пуянлăхĕ ĕçсенче. Çут тĕнчене çакăн пек тĕссемпе хĕрарăм çеç курма пултарать. Эсир илемлĕ, эсир чипер, эсир тĕлĕнмелле... Ĕçсенче вара весене чăннипех те чун валли - чунпа туни палăрать, - терĕ ЧР тава тивĕçлĕ ÿнерçи Николай Андреев плэнера хутшăннă хĕр-хĕрарăма саламласа.
Мĕнле курав пирки сăмах пырать-ха? Ара, паян Чăваш наци библиотекин “Кĕмĕл ĕмĕр” галарейинче Кокель плэнера хутшăннă чиперуксен ĕçĕсен куравне уçрĕç. “Хĕрарăм куçĕ тĕсĕллĕ тĕнче” ят панă ăна.
Ÿнерпе поэзи, музыка юнашаррине кура уява юрă-кĕвĕ те илем кÿчĕ.
 

 

Рубрика: 
Теги: