Кивĕ сăн ÿкерчĕк

14 Çурла, 2014

Тен, тăванĕсем паллĕç?

Çак сăн ÿкерчĕке 1914 çулсенче Санкт-Петербургра тунă. Унта ентешсем те пур. Сăмахран, Кĕчкей вулăсĕнчен. Çапăçури тусĕсемпе пĕрле историн хаклă реликвийĕнче манăн асатте, империализм тата граждан вăрçине хутшăннă унтер-офицер Максим Иванович Иванов та сăнарланнă. Ыттисем камсем-ши? Тен,тăванĕсем палласа илĕç?..

2 Çурла, 2014

Канма кайнă та...

Пионерсен хастарлăхĕ нихăçан та асран тухас çук. Вĕренÿре кăна мар, пур ĕçре те тĕслĕх кăтартнă вĕсем, çĕр-шыва юрăхлă пулма тăрăшнă. Çирĕп воспитани илнĕскерсем кайран та пурнăçра çухалса кайман.

30 Утă, 2014

Кун пекки ăçта пур-ши?

Çапларахчĕ пирĕн ял лавкки умĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче.

Халăх «Энĕш хумĕсем» литхаçатăн черетлĕ кăларăмĕпе паллашма чарăннă. Хаçата 14 çулти Владимир Пырков илемлетнĕ, унран та кĕçĕнрех Валерий Скворцов сăн ÿкерчĕксемпе пуянлатнă. Юнашар «Çар листокĕсем» вырăн тупнă.

2 Утă, 2014

Колхоз хастарĕсем

Çак ÿкерчĕке 1964 çулта тырă пуçтарнă чух тунă. Сулахайри - Андрей Геращенко, 1922 çулта Брянск облаçĕнче çуралнăскер. Аслă вăрçăра нимĕç фашисчĕсемпе çапăçнă. Фронтра Шупашкар районĕнчи Сарапакасси ялĕн хĕрĕпе Иринăпа паллашнă. Çĕнтерÿпе таврăнсан вĕсем унта пурăннă.

8 Çу, 2014

Краççын çутипе хаçат кăлараттăмăр

"Чăваш хĕрарăмĕ" хаçатра ĕçлекенсем, сывлăх сунатăп. Сирĕн пата Элĕк районĕнчи Ураскилт салинчи 8 ача амăшĕ çырать. Кивĕ сăн ÿкерчĕк ярса паратăп, ăна пичетлессе шанатăп. Вулакансене хамăн пурнăç çинчен каласа кăтартас килет.

Pages