Кун пекки ăçта пур-ши?

Çапларахчĕ пирĕн ял лавкки умĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче.

Халăх «Энĕш хумĕсем» литхаçатăн черетлĕ кăларăмĕпе паллашма чарăннă. Хаçата 14 çулти Владимир Пырков илемлетнĕ, унран та кĕçĕнрех Валерий Скворцов сăн ÿкерчĕксемпе пуянлатнă. Юнашар «Çар листокĕсем» вырăн тупнă.

Çак хăмашăн хирĕç çуртра пурăннă вăрçă ветеранĕ Никифор Павлов яваплă пулнă. Вăлах унта вырнаçтарнă хыпарсемпе паллаштарнă, мĕн çырнине ăнлантарнă. Никифор Павлович, пуçне карттус тăхăннăскер, сăн ÿкерчĕкре сылтăмран пĕрремĕш тăрать. Хул пуççи çине сенĕк таянтарни - Киреметри Александр Илларионов. Вăл, улăм ури тума кайма тухнăскер, çĕнĕ хыпарсемпе паллашма чарăннă.

Çакăн йышши витринăсене паян хăш ял лавкки умĕнче курма пулать-ши?

А.МАКСИМОВ.

Сĕнтĕрвăрри районĕ.

А.МАКСИМОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.