Краççын çутипе хаçат кăлараттăмăр

"Чăваш хĕрарăмĕ" хаçатра ĕçлекенсем, сывлăх сунатăп. Сирĕн пата Элĕк районĕнчи Ураскилт салинчи 8 ача амăшĕ çырать. Кивĕ сăн ÿкерчĕк ярса паратăп, ăна пичетлессе шанатăп. Вулакансене хамăн пурнăç çинчен каласа кăтартас килет.

Эпĕ Элĕк районĕнчи Ефремкассинче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Пире кун çути парнеленĕ çынсене нихăçан та çăмăл пулман, вĕсем пирĕншĕн, тĕпренчĕкĕсемшĕн, пурăннă тесен те йăнăшмăп. Атте тăлăххăн çитĕннĕ. Вăл пĕчĕклех нумай хура-шур курнă. Анне - тулăхрах пурăннă çемьерен. Çамрăклах Элĕк салине сутă тума çÿренĕ. Ĕлĕкхи вăхăтра çамрăксене евчĕ çемье çавăрма пулăшнă. Манăн аттепе анне те çав йăла-йĕркене пăхăнса пĕрлешнĕ.

Малтанах атте кĕтÿçре çÿренĕ. Кайран ăна парти шкулне хутла вĕренме янă. Çакăнта пĕлÿ илнĕ хыççăн Александр Орлова яваплăрах ĕçсем шанса панă.

Кил хуçи хăйĕн ачисене те вĕрентме тăрăшрĕ. Çапах Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçиччен çуралнисен пĕлÿ илме тÿр килмен. Еликонидăн конюхра, сысна ферминче, дояркăра çанă тавăрса ĕçлеме тивнĕ. Николай трактор рулĕ умне ларнă.

Эпир, Çĕнтерÿ хыççăн çут тĕнчене килнисем, диплом илнĕ. Анатолий Канашра вакун юсакан завода слесаре вырнаçрĕ. Зойăпа иксĕмĕр Ĕпхÿри полиграфи училищинче вĕрентĕмĕр. Ун чухне ял ачисен тавра курăма аталантармашкăн условисем пулман. Эпир тăван тăрăхран тухса курман тесен те юрать. Пĕрре мана, шкулта вĕреннĕ вăхăтра, йĕлтĕрпе чупма Элĕке илсе кайнăччĕ. 1962 çулта Ĕпхÿ хулине кайни хăех пĕлтерĕшлĕ пулăм шутланнă пирĕншĕн, чăваш çамрăкĕсемшĕн. Хаçат-журнала епле пуçтарса хатĕрлемеллине ăнланса çитме йывăрччĕ. Апла пулин те эпĕ ыттисем пекех нумайрах пĕлме ăнтăлнă. Вăрнар, Йĕпреç хĕрĕсемпе çав тери туслăччĕ.

Алла диплом илсен Элĕк салинчи типографире ĕçлеме пуçларăм. Мана çĕнĕ йыш хавхаланса кĕтсе илчĕ. Ун чухне "Ленин çулĕпе" хаçат кăлараттăмăр. Текстсене сахалăн пуçтараттăмăр. Пирĕнтен ытларахăшĕ ĕçе хăй тĕллĕн вĕреннĕ. Кашнине пĕрер полоса уйăрса паратчĕç. Пуçламăш тата юлашки страницăсем час пулмастчĕç. Пĕрремĕш полосари çĕнĕ хыпарсене чылай кĕтеттĕмĕр. Пирĕн нормăламан ĕç кунĕ шутланнă. Полосасене наборласа çитермесĕр нихăçан та киле кайман. Тĕттĕмленсен краççын çутипе ĕçлеттĕмĕр. Хаçат эрнере виçĕ хутчен тухатчĕ. Маншăн кашни кун патшалăх экзаменĕ пекех туйăнатчĕ.

1966 çулта Аркадий Кустиков редактор мана мастера çирĕплетрĕ. Хут илме Чулхула облаçĕнчи Балахна хулине çÿрени манăçмĕ. Пурăна-киле хаçат пуçтарас ĕçе çăмăллатмашкăн пичет управленийĕ пирĕн типографие линотип машини уйăрса пачĕ. Çав вăхăталла Зоя йăмăкăм Ĕпхÿрен вĕренсе килнĕччĕ ĕнтĕ.

1967 çулта Шупашкарти Пичет çуртне ĕçлеме куçарчĕç. Халĕ те хаçат-журнала юратса вулатăп.

Роза КАЛМЫКОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.