Колхоз хастарĕсем

2 Утă, 2014

Çак ÿкерчĕке 1964 çулта тырă пуçтарнă чух тунă. Сулахайри - Андрей Геращенко, 1922 çулта Брянск облаçĕнче çуралнăскер. Аслă вăрçăра нимĕç фашисчĕсемпе çапăçнă. Фронтра Шупашкар районĕнчи Сарапакасси ялĕн хĕрĕпе Иринăпа паллашнă. Çĕнтерÿпе таврăнсан вĕсем унта пурăннă. 1958-1967 çулсенче Андрей - «Звезда» колхоз механикĕ, каярахпа - Ишлейри пысăк вольтлă аппаратура завочĕн автокрановщикĕ, чăпта çапакан предприяти водителĕ. Мăшăр çичĕ ача пăхса çитĕнтернĕ. Вĕсем вĕренсе пурнăç çулĕ çине тăчĕç.

Варринчи - Дмитрий Иванов комбайнер, Шоркка ялĕнчен. МТСра тракторист специальноçне алла илнĕ. «Победа» колхозăн куçса çÿрекен вымпелне алăран яман. Лăпкă тинĕс флотĕнче радист пулнăскер Самуккасси хĕрĕпе Зоя Моляровăпа пĕр çемьене пĕрлешрĕ. Ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтерчĕç. Дмитрий «Звезда» колхозăн пултаруллă комбайнерĕсенчен пĕриччĕ. Тырă нумай çапса тĕшĕленĕшĕн ăна «Урал» мотоцикл парнелесе хавхалантарчĕç. Вăл телевизора, санаторине каймалли путевкăна тивĕçнĕ, республикăн тава тивĕçлĕ механизаторĕ. Юлашки çулсенче ял-йыша газпа тивĕçтерчĕ, унăн оборудованине пăхса тăчĕ, мехпарк мастер-наладчикĕ пулчĕ.

Виççĕмĕшĕ Колешшара 1926 çулта çуралнă Георгий Афанасьев. Çара кайиччен Шорккари промэртелте чăпта çапнă. МТСра трактористсен курсне пĕтернĕ хыççăн ял хуçалăх техникине юсанă. 1944 çулта ăна Хĕрлĕ Çара илнĕ. Инçет Хĕвел тухăçĕнче яппун самурайĕсемпе çапăçнă. 1951 çулта кăкăр çинчи медалĕсене çиçтерсе ял укăлчинчен пырса кĕнĕ. «Победа» колхоз слесарĕ, тракторисчĕ, тырă вырнă вăхăтра - комбайнер. «С-4», «СК-3» тата «СК-4» комбайнсемпе ĕçленĕ. Иккасси хĕрне Вĕçелиса качча илчĕ. Икĕ ывăлпа виçĕ хĕр çуратса ÿстерчĕç. Пенсие кайиччен ферма оборудованине юсарĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.