кино

25 Утă, 2018

Куславккара ÿкерекен фильмра Вера Кузьмина та вылять

Ачасемпе çамрăксен сывлăхне тĕреклетмешкĕн тата спорта аталантармашкăн пулăшакан ыр кăмăллăх фончĕ, Чăваш Енри кинематографистсен союзĕ хутшăннипе «Чăвашфильм» Куславкка хулинче тата районĕнче фильм ÿкерме тытăннă. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 74 çул çитнине халалланă.

3 Юпа, 2016

«Уçă тÿпе айĕнчи кино»

Çакăн пек ятпа авăн уйăхĕн 13-29-мĕшĕсенче Чăваш Енре урам киновĕн пĕрремĕш фестивалĕ иртнĕ. Ăна Чăваш Республикин электрон тата кинодокументаци патшалăх архивĕн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ.

Çак тапхăрта фестивалĕн кино-караванĕ Чăваш Енри 6 районпа хулара пулнă. Хамăр çĕршывра тата чикĕ леш енче кăларнă çĕнĕ кинофильмсене кăтартнă.

13 Утă, 2016

Пирĕн çинчен хамăртан ытларах никам та пĕлмест

Чăваш — çĕр çинчи чи авалхи халăхсенчен пĕри. Халăхăмăрăн мифĕсенче, юмах-халапĕнче тĕнче пуçланса аталанса пынине уçăмлăн кăтартнă. Унăн кун-çулĕ этемлĕх историйĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсенче палăрса юлса тарăн йĕр хăварнă.

21 Çу, 2016

Çур ĕмĕр иртсен...

Эдмонд Кеосаян режиссерăн пĕрремĕш фильмĕ 50 çул каялла, 1966 çулта, кун çути курнă. “Неуловимые мстители” ят панăскер туххăмрах çĕршывĕпех чапа тухнă. Унтанпа çур ĕмĕр иртнĕ... Çак тапхăрта мĕн пулса иртнĕ-ха актерсемпе? Телепрограмма.ру тĕп сăнарсене калăпланă актерсен шăпине йĕрлеме тĕв тунă.

Pages