Пирĕн çинчен хамăртан ытларах никам та пĕлмест

13 Утă, 2016

Чăваш — çĕр çинчи чи авалхи халăхсенчен пĕри. Халăхăмăрăн мифĕсенче, юмах-халапĕнче тĕнче пуçланса аталанса пынине уçăмлăн кăтартнă. Унăн кун-çулĕ этемлĕх историйĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсенче палăрса юлса тарăн йĕр хăварнă.

Тĕнчери чылай япалана пирĕн чĕлхе пулăшнипе ăнлантарма пулать. Чăваш сăмахĕсем кÿршĕллĕ тата ытти халăх чĕлхисене кĕрсе паянхи кунччен те упранса юлнă. Çакă пирĕн халăх мĕн авалтанах пуян культурăллă, çивĕч ăслă, анлă пĕлÿллĕ пулнине кăтартать. Ахальтен мар ĕнтĕ паллă поэтăмăр Петĕр Хусанкай: «Эпир пулнă, пур, пулатпăр», — тенĕ. Чăн та, чăваш хальхи вăхатра та ыттисенчен юлмасть. Çĕр ĕçĕнчен пуçласа кибернетика, генетикăпа космонавтика тытăмĕсенче чăваш яш-кĕрĕмĕпе хĕр-упраçĕ тăрăшса вăй хурать. ХХ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче «Чăвашкино» организацие урăх çĕре куçарса кайсан чăвашла илемлĕ фильмсем ÿкересси нумайлăха чарăннă. Ÿкересси, ÿкернĕ материала илемлетсе якатасси ансатланнине кура, çĕнĕ тапхăрта чăвашла илемлĕ фильмсем тухаççĕ. Вĕсем патшалăх пулăшнипе мар, уйрăм çынсем тăрăшнипе çут тĕнчене килеççĕ. Хальлĕхе вĕсен профессионализм шайĕ ытлашши çÿллĕ теме çук-ха. Çапах пĕрмай ĕçлекенĕн пултарулăхĕ аталаннине пурте питĕ аван пĕлетпĕр.

Хальхи вăхăтра медиа- хатĕрсем — кино-видеофильмсем, 2D, 3D анимацисем, музыка клипĕсем, электронлă вăйăсем, социаллă сетьсенчи ушкăнсем — пирĕн пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Анчах вĕсемпе усă курмашкăн вырăс чĕлхине е пач ют чĕлхене пĕлмелле. Амăшĕн чĕрçи çинчен анса йĕри-таврари пурнăçпа тĕпчесе паллашакан, шел те, çаксене тăван чĕлхе урлă пĕлеймест. Кăсăклă та чуна пырса тивекен историе, куçа илĕртекен мульт­фильмсемпе кинокартинăсене вăл ют чĕлхе пулăшнипе ăса хывать. Хамăр тăван чĕлхе кил-тĕрĕшри калаçу инструменчĕ çеç пулса юлать. Чĕлхе — кирек хăш халăха та ыттисенчен уйрăм, хăйнеевĕр кăтартакан паллăсенчен пĕри. Вăл — халăха вăй-хал паракан тымар, пире юнашар халăхсемпе пĕр шайра кăтартаканни. Ытарлăрах каласан — пире çак пурнăçра çунат хушакан хăват. Хăй ирĕкĕпех тăван йăла-йĕркерен, историрен тата культурăран писекен халăхăн малашĕ çук. Вăл пурнăç çулĕ çинче аташса кайма пултарать. Килĕшÿллĕ те тăнăçлă пурăнас вырăнне юхăнчăка тухас хăрушлăх сиксе тухать.

Паллах, хăйне мĕн канăç­сăрлантарать — режиссер çавна ÿкерет. Тата малтанлăха кăткăс та анлă проектсене пурнăçа кĕртме “шăл витереймест-ха”. Хăвна килĕшекен ĕç вара — ăнать те, пахалăхĕ те пысăкрах пулать.

Манăн шухăшпа — чи малтанах çитĕнекен ăру валли илемлĕ те паха мультфильмсем ÿкермелле. Амăшĕн сĕчĕпе пĕрлех вăл тăван халăх вăй-хăватне ăша хывтăр. Çарăк акса ÿстерсе ăна мĕнле туртса кăларнинчен пуçласа истори фильмĕсем таранчченех. Калăпăр, этем кĕвве-çемме епле тупнине, Çĕр çинчи чĕрĕ чунсем мĕнле майпа пепкеллĕ пулнине е чĕрчунсен ĕмĕр тăршшĕне мĕнле палăртнине питĕ кăсăклă каласа пама пулать. Чăваш халăх мифĕсенче тĕнче мĕнле пуçланса кайни çинчен каланисем пур. Апла пирĕн халăх ĕлĕк-авалах пурăннă. Унашкал еткере ăслă та пуян культурăллă халăх упраса пурăнма пултарнă. Улăп çинчен хывнă юмахсем хăйсемех — пĕр тĕнче! Чăваш халăхĕн тĕнчи çинчен пĕлсе те тĕрĕс каласа кăтартас пулсан «Аватар» йышши темиçе фильм ÿкерме пулать.

Телекуравпа Раççей историне Н.М.Карамзин кĕнекисем тăрăх 3D форматпа ÿкернĕ фильмсем урлă каласа параççĕ. Пирĕн те хамăрăн историе çу­тат­са паракан фильмсем хатĕрлемелле, мĕншĕн тесен хальхи этем кĕнеке е статья вуланинчен ытларах экран çинче тухнине курма кăмăллать. Тахçан авалхи пирки çеç мар, хальхи паллă та чаплă ентешĕмĕрсем çинчен калаканнисем те пулмалла. Калăпăр, Андриян Николаев, паллă писательсем, композиторсемпе художниксем, çĕр ĕçченĕсем çинчен ÿкернисем кирлĕ. Пирĕн çинчен хамăртан лайăх никам та пĕлмест.

Владимир Галошев.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.