Çур ĕмĕр иртсен...
Эдмонд Кеосаян режиссерăн пĕрремĕш фильмĕ 50 çул каялла, 1966 çулта, кун çути курнă. “Неуловимые мстители” ят панăскер туххăмрах çĕршывĕпех чапа тухнă. Унтанпа çур ĕмĕр иртнĕ... Çак тапхăрта мĕн пулса иртнĕ-ха актерсемпе? Телепрограмма.ру тĕп сăнарсене калăпланă актерсен шăпине йĕрлеме тĕв тунă.
Виктор Косых /Данька Щусь/
Виктор Николаевич Волков ятпа çут тĕнчене килнĕ вăл. Анчах та тăван ашшĕ çут тĕнчерен ир уйрăлнă. Арçын ачана паллă актер Иван Косых усрава илнĕ. Каярахпа Виктор ашшĕ ятне те, хушаматне те улăштарнă — Виктор Иванович Косых пулса тăнă.
“Неуловимые мстители” хыççăн Косых ытти ĕçсене ÿкерме те хутшăннă, анчах та Данька сăнарĕ унран ĕмĕрĕпех хăпман. Кеосаян сĕннĕ сăнартан ирттерме пултаракан роле çапла текех калăплайман актер. Данькăна калăплама арçын ача лаша утланса чупма, çĕçĕ ывăтма ятарласа вĕреннĕ. Виктор, спортпа туслăскер, пур трюка та фильмра хăех пурнăçланă. “Неуловимые” экрансем çине тухсан Виктора ытти рольсене тăтăшах чĕнме пуçланă.
Фильм куракан патне çитсенех çулталăкра ăна 55 млн çын пăхнă. Виктор Косых патне пĕррехинче çыру çитнĕ. Ăна хĕрача çырнă. Октябрь революцийĕ 50 çул тултарас умĕн хăй çак ĕçе 50 хутчен пăхнине пĕлтернĕ вăл.
Çамрăк çăлтăра чылай режиссер хăйсен фильмĕсенче курнă. Анчах та нумай чухне эпизод рольсем кăна сĕннĕ. Çĕнйĕркелÿ тапхăрĕнче СССР кинематографийĕ йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ. Актерсем ĕçсĕр тăрса юлнă. Профессие малалла аталантарма 2000 çулсенче кăна май килнĕ.
1997 çулта актер тытса пыракан автомобиль çул хĕрринчи кафене пырса тăрăннă — Косых çул урлă чупса каçма тăнă ÿсĕр çынсен ушкăнĕнчен пăрăнса руле хăвăрт пăрнă. Инкекре кафере апат çиекен çынсенчен пĕри вилмеллех суранланнă. МИХсенче Косыха çакăн хыççăн ирĕксĕр хăварнă хыпар сарăлнă.
Актер 2011 çулта пуçне юн кайнипе пурнăçран уйрăлнă. Анчах урăхларах версисем те пур. Официаллă тепĕр пĕтĕмлетÿ — актер чĕре ишеми чирне пула уйрăлнă пурнăçран. Анчах та ку шухăшпа юлташĕсем те, пĕлĕшĕсем те килĕшмеççĕ — арçын сывлăхĕ пирки ÿпкелешсе калаçнине нихăçан та илтмен. Васкавлă медпулăшу тухтăрĕсен вердикчĕ — вĕсене актер урайĕнче выртнине курсан чĕннĕ — пачах та урăхла. Вилĕм сăлтавĕ — кил хуçи алкоголь ытла та нумай ĕçни. Çук, эрехĕ пахалăхлах, виçи кăна ытла та нумай. Юлашки вăхăтра ĕç çуккипе асапланнă актер черкке енне туртăннине палăртнă пĕлĕшĕсем.
Виктор Косых ÿтне Хованский çăви крематорийĕнче çунтарнă, кĕлне актер çуралнă тăрăха Свердловска илсе кайма палăртнă. Анчах та вăхăт иртнĕ, кĕл тултарнă урнăна пырса ыйтакан, арçынна юлашки çула ăсатас текен çынсем тупăнман. Паллă актерпа сывпуллашма тăванĕсем те, юлташĕсем те, унăн пултарулăхне хаклакансем те пыман. Косыха тирпейлесе пытарас ĕçе унăн тăлăх арăмĕ, иккĕшĕн 10 çулти хĕрне ÿстерекен Елена, хăй çине илме пултарнă. Пĕрремĕш арăмĕнчен çуралнă ывăлĕпе хĕрĕ те ÿссе çитнĕ ĕнтĕ. Амăшне, çав вăхăтра 86 çула çитнĕ Нинель Дмитриевнăна вара, çак ĕçе пурнăçлама çăмăл пулман паллах. Малтанхи арăмĕпе Татьяна Дмитриевнăпа та пурăннă чух чиперех хутшăннă-ха Косых. Анчах та хурлăхлă миссие пурнăçлас текен темшĕн никам та тупăнман. 70-е яхăн фильмра ÿкерĕннĕ актер вара ĕмĕр тăршшĕпе хăйне пытармашкăн та укçа пухайман... Виктор Косых усрав ашшĕ тата асламăшĕ çумĕнче Хованский масарĕ çинче ĕмĕрлĕх канăç тупнă.
Михаил Метелкин /Валерка Мещеряков/
Арçын ача генерал-майор çемйинче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ çар çыннин карьерине С.Буденный патĕнче пуçланă.
“Эпĕ кинора ÿкерĕнесси пирки нихăçан та ĕмĕтленмен, — аса илнĕ каярахпа Михаил Михайлович. — Мускаври 62-мĕш шкулта вĕренеттĕм. Пĕррехинче пирĕн класа палламан çынсем пычĕç, илемлĕ пултарулăх кружокне çÿрекенсемпе кăсăкланчĕç. Пирĕнтен никам та хутшăнмастчĕ унта, анчах та “ыйтаççĕ пулсан — урокран илсе каяççĕ” текен шухăшпа пурте алă çĕклерĕмĕр. Вĕсем ман пата пычĕç, “Мосфильма” пыма каласа адрес парса хăварчĕç. Унта Виктор Косыхпа туслашрăмăр”.
Данька сăнарне ятарласа Виктор Косых валли çырнă. Валерка сăнарне “виçсе пăхмашкăн” Косых юлташне тĕрĕслесе пăхма сĕннĕ. Кеосаяна Метелкин малтанах пачах та тивĕçтермен, сăлтавне арçын ачан пĕвĕ лутра пулнипе çыхăнтарнă. Анчах та “Мещерякова” малалла шыранă май Михаил икĕ уйăхра... 7 сантиметр ÿснĕ, çапла майпа çапах та лекнĕ ушкăна.
Михаил Метелкин ВГИКран вĕренсе тухнă. 80-мĕш çулсенче вăл реклама енĕпе ĕçленĕ, документлă фильмсем ÿкернĕ, çамрăксене киномотаж тума вĕрентнĕ.
Совет Союзĕ арканнă хыççăн Михаил Метелкин бизнеса куçса кайнă та кино енне текех çаврăнса та пăхман. Актера режиссерсем рольсем те сĕннĕ, анчах та вăл пĕрне те йышăнман. Çакна вăхăт çитменнипе сăлтавланă. Михаил Михайлович профессие текех таврăнман.
Василий Васильев /Яшка-чикан/
Василий Васильев, çÿлерех асăннă фильмра чикан рольне калăпланăскер, таборта çуралнă. 1953 çулта Сталин ятарлă указа алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн пур чиканăн та тĕпленсе пурăнмалла пулнă. Çапла вара Васильевсем те Владимир облаçĕнче тымар янă. Çемьере 15 пепке кун çути курнă.
Тăххăрмĕш класа çитсен арçын ача вĕреннĕ вăхăтрах пир-авăр фабрикинче ĕçлеме пуçланă. Çав вăхăтрах шкулта ташă тата хор кружокĕсене ертсе пынă. Кино пирки Василий тĕлленмен те, шкул хыççăн тракторист пулма ĕмĕтленнĕ.
Васьăн аякри тăванĕ Юрий Цурило, Щукин ячĕллĕ училище студенчĕ, “Мосфильм” таврашĕнче ĕçленĕ. Арçын ача шăпах ăна пула икĕ сыпăкри пиччĕшĕсемпе пĕрле çитнĕ те актерсене тĕрĕсленĕ çĕре. Тăванĕсем лекеймен, чикан сăнарне калăпламашкăн шăпах Васьăна суйласа илнĕ.
Шел те, актер пултарулăхне малалла аталантарман — режиссерсем çине-çинех роль сĕннĕ пулин те каччă килĕшмен. Анчах та юрă-кĕвĕ чиканăн — юнра вĕт. Вася “Ромэн” театр труппине çакланнă. Икĕ çултан вăл паллă ушкăнпа сывпуллашса “Ленконцерта” ĕçе вырнаçать. Артист шăпи ăнăçлă çаврăнса тухать — гастрольсемпе вăл пĕтĕм Совет Союзне тенĕ пек çаврăнать. Концертсенче Василий Васильев хăйне чапа кăларнă фильмри юрăсене гитара каласа шăрантарать. Унсăр пуçне чикан халăх тата хăй çырнă хайлавсене те халăх умне кăларать.
Халĕ Васильев Тверьте пурăнать, хула культура центрĕн ĕç-хĕлне йĕркелесе пырать.
Валентина Курдюкова /Ксанка/
Ксанка рольне калăплама актриса шыраса Эдмонд Кеосаян гимнастика залне çитет. Чăн та, Валентина Курдюкова кино пирки мар, цирка лекме ĕмĕтленнĕ. Хĕр пĕрчи, тĕлĕнмелле те, сăнран шăп Виктор Косых пекех пулнă. Данька Щусь тăванĕн рольне калăпламалла пулнипе ăна тÿрех çак сăнарта çирĕплетнĕ.
Хĕрача ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман çемьере çуралса ÿснĕ — ашшĕ строитель пулнă, амăшĕ кинотеатр кассирĕ.
Ÿкерÿ лапамне лекнĕ Валентина тÿрех юрату авăрне çакланать — хĕрача Васьăна юратса пăрахать. Чикан каччи юрлани, лашасемпе хăйне хăюллă тыткалани, утланса чупни тыткăнлать хĕрачана.
Фильм тĕлĕшпе ĕç пĕтсен Курдюкова çапах та цирк училищине вĕренме кĕрет. Унтан вĕренсе тухсан цирк пĕр коллективĕпе пĕрле çĕршыв тăрăх гастрольсене çÿрет, лашасемпе çыхăннă номерсем кăтартать.
Гастрольсенче пĕринче пулас мăшăрĕпе паллашать хĕр. Вăл та, пĕрремĕш юратăвĕ пекех, чикан. Борис Сандуленко юрăç пулнă. Çемье чăмăртанă хыççăн хĕрарăмăн юратнă ĕçне пăрахма тивет.
Çемье пурнăçĕ йĕркеллĕ пынă çĕртенех такăнать. Мăшăрăн хăрушă инкеке чăтса ирттерме тивет — 17 çула çитсе ывăлĕ вилсе каять. Хĕрĕ тухтăр профессине суйлать.
Валентина Курдюкова нумай вăхăт центрти тĕп хаçатсенчен пĕрин редакцийĕнче буфетчицăра ĕçлет. Халĕ Курдюкова Мускавра пурăнать, кинора ÿкерĕнмест, журналистсемпе хутшăнма ним тусан та килĕшмест. Лăпкăн, шăв-шавсăр ирттерет кунсене.
/“Узнайвсе.ру”, “Телепрограмма.ру”/.