Чыс та мухтав сана, ĕç çынни

5 Нарăс, 2016

Нарăсăн 5-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче Раççейре - Кино, Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ уçăлнине халалласа савăнăçлă уяв иртрĕ. Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ, ĕç çыннине сума суса хатĕрленĕ куравпа паллашрĕ, сăмах каларĕ. Раççей Президенчĕ 2016 çула - кинона, çитессине çутçанталăкăн уйрăмах сыхлакан хутлăхĕсене халалланине палăртрĕ.

- Вăл çакна нумай нациллĕ çĕршывра пурăнакансем пĕр-пĕринпе килĕштерччĕр, аслисене хисеплетчĕр, тăван тавралăх илемне упраччăр тесе йышăннă. Кинофильмсем иртнĕ вăхăта таврăнма пулăшаççĕ, пурнăç çинчен тарăнрах шухăшлама вĕрентеççĕ. Паянхи кăткăс саманара ĕç çыннин пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк. Ăна хавхалантарсах тăмалла. 2015 çула ăнăçлă вĕçлерĕмĕр. Кăçал та çаплах пуласса, çынсен хастарлăх ÿсессе шанатпăр, - терĕ Михаил Васильевич.

Раççей халăх артисчĕ Николай Бурляев кинематографсен паянхи йывăр лару-тăрăвĕ çинче чарăнса тăчĕ. "Вĕсене пулăшмаллах. Владимир Путин Президент 2016 çула кинона халалласа вăхăтра тата тĕрĕс йышăну турĕ", - терĕ.

Пысăк тăрăшулăх кăтартса нумай çул ĕçлекенсем уявра патшалăх наградисене тивĕçрĕç.

 

Рубрика: 
Теги: