Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура ытти ыйтупа пĕрлех Шупашкар хулин Питтукассинчи йăлари хытă к
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланать вĕт, çавăнпа та республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ку хутĕнче шăпах вĕрентÿ ыйтăвĕсенчен пуçлани ăнсăртран мар.
Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кун йĕркинче малтанах палăртман ыйтусенчен пуçларĕ. Пĕр кун маларах республикăна РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич килсе кайнă тата Раççей Правительствин пуçлăхĕ Дмитрий Медведев Волгоградра Атăла упрас, тасатас енĕпе канашлу ирттернĕ май пурнăçламалли ĕçсем пирки калаçу пулчĕ.
Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен паянхи канашлура ĕç укçипе çыхăннă парăмсем пиркитĕплĕ калаçу пулчĕ. Ĕçлев министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лариса Арсентьева пĕлтернĕ тăрăх — республикăра капланнă парăм виçи паян 16,6 миллион тенкĕпе танлашать. Çак укçана 5 организацин 312 çынна тÿлемелле. Çав шутра чи пысăк виçе /15,3 миллион тенкĕ/ — Шупашкарти 1-мĕш типографин.
Тикĕчĕ нумай мар, чей кашăкĕ чухлĕ кăна, анчах çакă та республикăн инвестици илĕртÿлĕхĕшĕн сиенлĕ. Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев шăпах кăмăлсăр çак самантран пуçларĕ.