Инкеке сиресси ертÿçĕсенчен килет
Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кун йĕркинче малтанах палăртман ыйтусенчен пуçларĕ. Пĕр кун маларах республикăна РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич килсе кайнă тата Раççей Правительствин пуçлăхĕ Дмитрий Медведев Волгоградра Атăла упрас, тасатас енĕпе канашлу ирттернĕ май пурнăçламалли ĕçсем пирки калаçу пулчĕ.
Вице-премьер — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев муниципалитетсен должноçĕсенче ĕçлекенсен тата çав должноçсене йышăнас кăмăллисен тупăшпа тăкаксен кăтартăвĕсене тăратассине йĕркелемелли саккун проекчĕпе паллаштарчĕ. Вăл вăя кĕрсен асăннă çынсен çав кăтартусене ЧР Пуçлăхĕн ячĕпе тăратма пуçламалла. Çакă коррупцирен сыхланма кирлĕ. Паллах, регион Пуçлăхĕн Администрацийĕн ĕç хушăнать: улшăну пырса тивекен чиновниксен йышĕ 4 пин çынран та иртет — кашнин справкине тĕрĕслемелле вĕт.
Ĕçлев министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лариса Арсентьева ĕç условийĕсемпе сыхлавĕн 2016 çулти лару-тăрĕвĕ çинчен тунă патшалăх доклачĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Юлашки 5 çулта республикăра çынсем производствăра суранланасси 1,8 хут чакнă пулин те çивĕчлĕх сирĕлнĕ теме иртерех. Инкексем ытларах строительство, ял хуçалăх отраслĕсенче пулнă. Пĕлтĕр 191 çын суранланнă, çав шутра 14-шĕ — вилмеллех. Пурнăçран уйрăлнисенчен 6-шĕ ĕç вырăнĕнче ÿсĕр пулнă. Предприяти-организацире тăрăшакансен пысăк йышĕ сиенлĕ условисенче ĕçленипе те ниепле те çураçма юрамасть.
Михаил Игнатьев тивĕçлĕ министерствăсем инкексене чакарас енĕпе мĕн туни пирки ыйтнă май, шел те, ĕç-пуçа тĕпрен улăштарма тивĕç сĕнÿсем илтĕнмерĕç. Экономика аталанăвĕн министерстви "производствăра çын суранланнă тăк — вăл е ку предприятин ытти кăтартăвĕ питĕ лайăх пулсан та экономика ăмăртăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ чух унашкал предприятие çĕнтерÿçĕ ятне памастпăр" тени, паллах, лару-тăрăва лайăхлатаймĕ. Михаил Игнатьев çакнашкал инструментсемпе те усă курмаллине палăртрĕ, çапах чи малтан предприятисен ертÿçисенчен çирĕп ыйтмалла, унсăрăн ÿсĕрсене те ĕç вырăнĕнчен хăваласа ямĕç, ытти çине те алă сулĕç.