Комментари хушас

14 Çурла, 2017

Рекультиваци тăвас вырăнне панкурта тухасси хăратать

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура ытти ыйтупа пĕрлех Шупашкар хулин Питтукассинчи йăлари хытă каяшсен свалкине рекультивацилессине те хускатнă.

Çак ĕçе пурнăçлама федерацирен 331 миллион тенкĕ уйăрнă. Рекультиваци валли подряд организацине суйласа илме ака уйăхĕнче электрон мелĕпе аукцион ирттернĕ. Вăл ăнман енне тепре те ирттерме тивнĕ. Анчах ку процедурăна монополипе кĕрешекенсем ырламан. Нумаях пулмасть Шупашкар хула администрацийĕ уçă аукцион ирттерсе свалкăна рекультивацилеме "Автодор" обществăна суйласа илнĕ. Нарăс уйăхĕнче çеç йĕркеленĕ çак предприятин устав капиталĕ пурĕ те 20 пин кăна иккен. Уйăхри вăтам ĕç укçи унта 4,6 пин тенке ларать. "Автодор" ертÿçи "Элитстрой" предприятие ертсе пынă чух йăлари хытă каяшсен полигонĕ патне 2013 çулта начар çул сарнипе "палăрнă"-мĕн.

Михаил Игнатьев ирттернĕ канашлура пулнă "Хыпар" хаçатăн политика, вырăнти хăй тытăмлăх тата экономика пайĕн редакторĕ Николай Коновалов пĕлтернĕ тăрăх, компани тĕлĕшпе шанăç çуккине уççăн палăртнă май Михаил Игнатьев хула влаçĕсене: "Çак организаципе контракт тума чаратăп", - тесе татăклăн каланă. Республика ертÿçисене подрядчик-предприяти укçа илнĕ хыççăн панкрута тухасси хăратать.