16,6 миллион тенкĕ шалу парăмне 5 организацин тÿлемелле

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен паянхи канашлура ĕç укçипе çыхăннă парăмсем пирки тĕплĕ калаçу пулчĕ. Ĕçлев министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лариса Арсентьева пĕлтернĕ тăрăх — республикăра капланнă парăм виçи паян 16,6 миллион тенкĕпе танлашать. Çак укçана 5 организацин 312 çынна тÿлемелле. Çав шутра чи пысăк виçе /15,3 миллион тенкĕ/ — Шупашкарти 1-мĕш типографин.

Асăннă пĕтĕмĕшле парăм питĕ пысăк теемĕн, анчах унсăр пуçне кулленхи парăмсем те пур-çке. Вĕсем вара, шел те, пĕчĕк мар — 20 организацин 99,3 миллион тенкĕ ытла. Ку çулталăк пуçламĕшĕнчи виçерен икĕ хут пĕчĕкрех пулин те лару-тăру йывăрри куçкĕрет. Çав шутра Чăвашавтотранс ĕçченĕсен умĕнче 9,9 миллион тенкĕ парăм капланнă. Панкрутлăх процедуринчи Чăвашавтодорта — 52 миллион.

Чăвашавтотрансри лару-тăрăва транспорт министрĕ Владимир Иванов уçăмлатрĕ. Пассажирсене билетсем сутса пухăнакан укçаран паян куллен 500 пин тенке ĕç укçи валли яраççĕ. Çавна май парăма кĕçех татмалла. Анчах предприятие йывăрлăхран кăлармашкăн ку çеç çителĕксĕр. Бюджет каллех тĕревлессе кĕтни вырăнсăр, çавна май ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн 1-мĕшĕччен 300 çынна чакарнă. Паян Чăвашавтотрансра 870 çын ĕçлет. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 750 çын юлмалла. Министр пусăм тусах палăртрĕ: тĕпрен илсен администраци тивĕçĕсене пурнăçлакан персонал сахалланать, водительсене, кондукторсене, слесарьсене тĕкĕнмеççĕ.

Михаил Васильевич шалу парăмĕсем ытларах чух панкрутлăх процедуринчи предприятисен пулнине палăртнă май вĕсен хуçисемпе тимлĕ пулмалли пирки асăрхаттарчĕ: "Вĕсем каллех çĕнĕ фирмăсем йĕркелес туртăм палăрать. Çирĕп сăнамалла. Парăмсене татчăр. Хăшĕсен 2-5 миллион тенкĕ тăракан темиçе машина, хваттерсем — вĕсене сутчăр..."

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас