Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура ЧР Пуçлăхĕ Çĕнĕ Шупашкарти ЖКХри МУПпа çыхăннă ĕç-пуçпа кăсăкланчĕ. Ăшă энергийĕпе тивĕçтерекен организаци 80 миллион тенкĕлĕх парăма пула суда тавăçпа тухнă май çак управляющи организаци çÿп-çапа илсе тухайман иккен. Шупашкарти "Коммуналлă технологисем" ООО тĕлĕшпе те ÿпкев пулчĕ — газшăн çак компани 1 миллиард тенкĕ ытла тÿлемен.
Республика çыннисем ĕç укçине вăхăтра илеççĕ-и? Вăл е ку сăлтавпа шалăва катмаççĕ-и? Паянхи куншăн пĕлтерĕшлĕ çак ыйтусене Чăваш Ен Пуçлăхĕ çумĕнчи шалăва вăхăтра тата туллин парассипе, официаллă мар йĕркепе ĕçлекенсен шутне чакарассипе çыхăннă ыйтусемпе ĕçлекен комисси ларăвĕнче пăхса тухрĕç. Канашлăва Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.
Министрсен Кабинечĕн паянхи ларăвне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра пулнă май "Çар-2017" куравра пулни, Чăваш Енĕн "Росатомри" презентацийĕ çинчен каласа панинчен пуçларĕ.
2017 çулхи нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республики тата Раççей Строительство министерстви РФ субъекчĕсен тата муниципалитечĕсен хулан хальхи хутлăхне йĕркелемелли программăсене ĕçе кĕртмешкĕн федераци бюджечĕн субсидине уйăрма килĕшÿ тунă.
Çав укçана Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Канаш, Улатăр хулисен тата Патăрьел, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ районĕсен администрацийĕсем тивĕçнĕ.