Шанчăксăррисене шанма пăрахмалла

4 Авăн, 2017

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура ЧР Пуçлăхĕ Çĕнĕ Шупашкарти ЖКХри МУПпа çыхăннă ĕç-пуçпа кăсăкланчĕ. Ăшă энергийĕпе тивĕçтерекен организаци 80 миллион тенкĕлĕх парăма пула суда тавăçпа тухнă май çак управляющи организаци çÿп-çапа илсе тухайман иккен. Шупашкарти "Коммуналлă технологисем" ООО тĕлĕшпе те ÿпкев пулчĕ — газшăн çак компани 1 миллиард тенкĕ ытла тÿлемен.

Муркаш районĕнче вара "Партнер-холдинг" компани çул тăвассипе çыхăннă ĕçсене тăсса янă. Унта вара палăртнă ĕçсен 12% çĕç пурнăçланă. Халь пĕртен-пĕр шанчăк — субподрядчиксенче.

Тепĕр компание çулшăн кăна мар, урăххишĕн те сăмах тиврĕ. Вăл та, "Энергосервис", Тăвай районĕнче пĕлтĕрех хута ямалла пулнă çула туман — "çынсем виççĕмĕш çул çулсăр пурăнаççĕ!" Çийĕнчен çак компани Комсомольски районĕнчи электричество подстанцийĕсене — социаллă пĕлтерĕшлĕ обьектсене — "хăй айне" тунă-мĕн. Çакăнпа çырлахман — халь Канаш районĕнче те çак мелпех ĕçлет.

Шупашкарти "Этнос Чăваш Енĕ" проекта пурнăçлама та хутшăнать — каллех çак компани тĕлĕшпе ыйтусем çуралаççĕ.

Михаил Игнатьев шанчăксăр компанисемпе çыхланма юраманни пирки тепĕр хут çирĕп асăрхаттарчĕ.

 

Теги: 

Комментари хушас