Комментари хушас

5 Утă, 2017

Хуласене - хăтлă хутлăх

2017 çулхи нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республики тата Раççей Строительство министерстви РФ субъекчĕсен тата муниципалитечĕсен хулан хальхи хутлăхне йĕркелемелли программăсене ĕçе кĕртмешкĕн федераци бюджечĕн субсидине уйăрма килĕшÿ тунă.

Çав укçана Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Канаш, Улатăр хулисен тата Патăрьел, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ районĕсен администрацийĕсем тивĕçнĕ.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем «Хулан хăтлă хутлăхне йĕркелесси» проекта пурнăçа кĕртес енĕпе мĕнле ĕçленине утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче ведомствăсен хушшинчи Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă ларăвĕнче тишкерчĕç. Асăннă ыйтупа ЧР строительство министрĕн тивĕçне пурнăçлакан Максим Иванов, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем Алексей Ладыков тата Ольга Чепрасова пĕлтернине итлерĕç.

Валентина СМИРНОВА

Теги: