Кивĕ Çĕпрелти чаплă музейра...
Вун-вун, çĕр-çĕр çул каяллахине эпир аслă ÿсĕмрисен аса илĕвне итлесе, кĕнекере, хаçат-журналта çырнине вуласа, кинофильмсем пăхса çеç пĕлеетпĕр. Историксемпе тĕпчевçĕсем, ăсчахсемпе археологсем шырав ĕçĕсем иртнĕ çулсемпе ĕмĕрсем çинчен пĕтĕмлетÿ тăваççĕ, çырса хăвараççĕ, тупнă япаласене упрамашкăн музейсене параççĕ.