истори

30 Кăрлач, 2015

Çĕр хапхи

Пĕр енчен - ĕненмелле те мар пек. Тепĕр енчен вара мăн асаттесем туса ирттернĕ йăла-йĕркен хăйне евĕр хăвачĕ пур пек те туйăнать. Шел, вăхăт иртнĕ май чылайăшĕ манăçа тухса пырать. Акă, сăмахран, выльăх-чĕрлĕхе чир-чĕртен сыхлама пулăшакан йăла - Çĕр хапхи. Мĕнле ирттернĕ ăна? Камсем хутшăннă? Нимĕн те пĕлместпĕр... Йăла-йĕркен ячĕ кăна асра юлнă, ытти пĕтĕмпех манăçнă. Аса илтерсемĕр.

А.АНИСИМОВА.

Çĕнĕ Шупашкар хули.

20 Çурла, 2014

Хăшĕ çамрăкрах: Куславкка-и е Çĕнĕ Шупашкар-и?

Эпĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренетĕп, общежитире пурăнатăп, аслă аппа вара - Çĕнĕ Шупашкарта. Инçе мар та - ун патне час-часах каятăп. Вăл çак хулана çур ĕмĕр ытларах çул каялла çеç тунине çирĕплетет.

Пĕррехинче Куславккаран Шупашкара вĕренме килнĕ Петĕрпе тавлашса кайрăмăр. Вăл хăй çитĕннĕ хулана ГЭС вырнаçнинчен каярах статус панă тет. «Хыпар», пулăшсамăр, хăшĕ çамрăкрах: Куславкка-и е Çĕнĕ Шупашкар-и?

В.КУЗНЕЦОВ.

Тăвай районĕ.

16 Çурла, 2014

Кĕпĕрне тытăмĕ мĕнле пулнă?

Юлашки вăхăтра территорие кĕпĕрнесемпе уессем çине пайласси пирки калаçма пуçларĕç. Ĕлĕкхи йĕркепе Раççей регионĕсене мĕнле уйăрнине пĕлес килет?
С.НЕСТЕРОВ.
Канаш районĕ.

Pages